03 октября 2017 г.
Элĕкри ача-пăча библиотеки кашни çулах «Çуллахи чи лайăх вулакан» конкурс ирттерет. Çĕнтерÿçĕсене вĕренÿ çулĕ пуçлансан палăртатпăр, дипломсемпе, Хисеп хучĕсемпе, парнесем парса чыслатпăр.
Çу каçипех «Кĕнеке тĕслĕ çу кунĕсем» ятлă ятарлă программăна тĕпе хурса ĕçлерĕмĕр, тĕрлĕ курав йĕркелерĕмĕр. Çавăн пекех вулав залĕнче «Çу кунĕсем лайăх кĕнекепе» курав ĕçлерĕ. Каникулта пулсан та ачасем хаваспах библиотекăна çÿрерĕç. Çĕнĕ кĕнекесемпе, илемлĕ журналсемпе, тĕрлĕ куравпа паллашрĕç. Шкул программипе килĕшÿллĕн вуламалли кĕнекесене алăран вĕçертменни сисĕнчĕ. Вуласа тухнă интереслĕ кĕнекесене пĕрле сÿтсе явасси йăлана кĕчĕ.
Кунта иртекен викторинăсемпе конкурссем тавракурăма анлăлатма пулăшаççĕ. Раççейри Экологи çулталăкĕ пулнă май çак темăпа та тĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕмĕр. Кунта ачасем çут çанталăкпа çывăх пулмалли, ăна юратмалли, упрамалли çинчен калаçрĕç. Çакă, паллах, çу кунĕнче те вулакансен шутне чакарас мар тесе, çитĕнекен ăрăва кĕнекепе туслаштарас тĕллевпе çыхăннă. Палăртса хăварас килет, çуллахи вăхăтра ача-пăча библиотекинче вулакансем питĕ йышлă. Сентябрĕн 25-мĕшĕнче вара çуллахи чи лайăх вулакансене чысларăмăр. Уйрăмах Анастасия Михайловăна, Алексей Иванова, Карина Шлябинăна, Татьяна Майоровăна, Яна Андреевăна, Светлана Никитинăна, Даниил Михайлова, Владимир Зайцева палăртса хăварас килет.
Çак кунах Элĕк районĕ 90 çул тултарнине халалласа ирттернĕ «Юбилей ячĕпе, Элĕк районĕ» открыткăсен конкурссене те пĕтĕмлетрĕмĕр. Мария Ивановăпа Светлана Ананьева çĕнтерÿçĕсем пулчĕç. 2-мĕш вырăна Юлия Ефимовăпа Карина Фролова ĕçĕсем йышăнчĕç. Роман Ефимов, Алексей Степановпа Дарья Ильина 3-мĕш вырăнсене пайларĕç.
Халĕ ачасем тулли кăмăлпа шкула васкаççĕ, уроксенче пĕлĕве тарăнлатаççĕ.
Светлана ПОТАПОВА,
библиотекарь.