АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ярмăрккăра пахча çимĕç сутаççĕ

10 октября 2017 г.

Шупашкарта пурăнакансене пахча çимĕçе йÿнĕ хакпа туянма, ял хуçалăх продукцине туса илекенсене ăна вырнаçтарма майсем туса парас тĕлĕшпе çулсеренех республикăра «Кĕр парнисем» ярмăркка иртет. Унта килти хушма хуçалăхра тĕрлĕ çимĕç туса илекенсем те, хресчен-фермер хуçалăхĕсем те, пысăк предприятисем те хутшăнма пултараççĕ. Кăçал «Кĕр парнисем - 2017» ярмăркка август уйăхĕн вĕçĕнче ĕçлеме пуçланă. Элĕк районĕнчен те унта çулсеренех каяççĕ. Предприятисенчен ку енĕпе районти потребительсен обществи уйрăмах пуçарулăх кăтартать. Райпо кăçал та çĕр улми тата тĕрлĕ пахча çимĕç сутлăх сахал мар илсе кайнă. Элĕкри пахча çимĕç комбиначĕ хатĕрленĕ консерва тата тăварланă продукцие, тĕрлĕ салат, пылак шывсем сутассине те йĕркеленĕ. Тырă культурисене те сутлăх илсе тухнă. Çавăн пекех Юрий Никифоров тата Валерий Журавлев хресчен-фермер хуçалăхĕсем кун енĕпе ĕçе лайăх йĕркеленĕ. Элĕк тăрăхĕнче пахча çимĕç ÿстерессипе ĕçлекен уйрăм çынсем хастар хутшăнаççĕ ярмăрккăна.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика