АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фестивальте палăрчĕç

10 октября 2017 г.

«Çирĕп пирĕн çунатсем» ятпа октябрь уйăхĕн 6-мĕшĕнче Трактор тăвакансен завочĕн Культура керменĕнче республикăри ветерансен пĕрремĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Аслă Çĕнтерÿ 72 çул тултарнине халалланă. Фестиваль-конкурсра 56 коллектив, пĕтĕмпе 600 çын ытла, хутшăнчĕ. Вĕсем вокал, фольклор, театр жанрĕсем, тĕрлĕ инструментпа калассипе, хорпа юрлассипе, сăвă вулассипе, алă ĕçĕсен куравне кăтартассипе тупăшрĕç. Пирĕн «Ветеран» халăх хорĕ «Ан парăн çулсене эс, ветеран» (сăмахĕсем Елизавета Ивановăн, кĕвви - Владимир Терентьевăн) тата «Çемьере пирĕн пурнăç илемĕ» (сăмахĕсем - Любовь Шашкина-Лĕпĕшпин) юрăсемпе тухрĕ. «Фольклор» номинацире хор солисчĕ - Николай Васильев, сăвă вулассипе - Чăваш Республикин Культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ - Любовь Константинова, паха тĕрĕ куравĕнче Нина Озерова палăрчĕç. Вĕсене пурне те Дипломсемпе чысларĕç. Конкурс-фестивале хутшăнакансемпе куракансене Чăваш Республикин Культура министрĕ Константин Яковлев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикинчи ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацийĕн председателĕ Генрих Васильев сывлăхпа ăнăçу сунчĕç. Чи пултаруллă коллективсем гала-концерта хутшăнма тивĕçрĕç. Фестиваль-конкурсăн çĕнтерÿçи Тĕрлемесри Культура çурчĕн халăх хорĕ пулчĕ. Çĕнтерÿçĕ коллектив Чăваш Республикин чысне ноябрь уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Белгород хулинче хÿтĕлĕ.

Г.ТЕРЕНТЬЕВ,

районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен организацийĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика