13 октября 2017 г.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче районта черетлĕ Информкун иртет. Ун чухне Чăваш Республикинчи тĕрлĕ министерство тата район администрацийĕн представителĕсем Чăваш Енре автомобиль çулĕсем çинче капиталлă юсав ĕçсем ирттересси, çул тăвасси тата реконструкцилессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухĕç. Çавăн пекех 2018 çулччен тата 2025 çулчченхи тапхăрччен «Хăрушсăрлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» Раççей Федерацийĕн стратегилле аталанăвĕн приоритетлă çул-йĕрĕ транспорт инфратытăмĕн аталанăвĕн комплекслă программи пурнăçа мĕнле кĕрсе пыни çинчен каласа парĕç.
Кунсăр пуçне 2017 çулта Чăваш Республикинче нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçсем иртерессипе, ялсене, çулсем çывăхĕнчи территорисене, масарсене тата ял тăрăхĕн территорийĕсене хăтлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене хускатĕç. 2017-2018 çулти кĕркуннехи тата хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çине те тимлĕх уйăрĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнĕсем Тени, Ехремкасси, Тавăт, Шĕмшеш, Элĕк ял тăрăхĕсенче пулĕç, çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе те йышăнаççĕ.