13 октября 2017 г.
Вăрнарти ĕçпе тивĕçтерекен центр инвалид граждансене ĕç тупса парассипе тĕллевлĕ тăрăшать. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа центр специалисчĕсем ялсене тухса халăхпа 12 консультаци ирттернĕ. Унта 667 инвалидпа тĕл пулса калаçнă, вĕсенчен 298-шĕ ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшăвĕпе усă курма хирĕçленĕ, 14-шĕ республика тулашне ĕçлеме çÿрет, 4 çын вăхăчĕ çитнипе пенси çине тухнă, 17-шĕ вĕренÿ учрежденийĕсенче пĕлÿ илет, 36 çын регистрациленнĕ вырăнта пурăнмасть, 9 çын килти хушма хуçалăха аталантарассипе вăй хурать, 5 çын сывалать, 4 хĕрарăм декрет отпускĕнче.
Асăннă мероприятисемпе килĕшÿллĕн 12 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Паянхи кун районта ĕçлеме пултаракан 862 инвалид шутланать, вĕсенчен пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем - 208 çын, иккĕмĕшсем - 242-ĕн.