13 октября 2017 г.
Потребительсен кооперацийĕ ял çыннишĕн пысăк тĕрев пулнине кунран-кун ĕçпе çирĕплетсе парать. Кулленхи таварпа тивĕçтернисĕр пуçне халăхран чĕр тавар пуçтарассине те хăй çине илнĕ. Çапла майпа ял çыннин çăмăлах мар пурнăçне саплаштарса пыма майсем туса парать. Хăйсен те пĕр вырăнта тăмалла маррине ăнланаççĕ ку тытăмра ĕçлекенсем. Аталанура кăна çитĕнÿсене сыхласа хăварма пулать. Çавăнпа та çулсерен пухса пынă пуян опыта шута илсе çĕнĕ çул-йĕр шыраççĕ.
Çак шухăшсем Элĕк райповĕн уполномоченнăйсен отчетпа суйлав пухăвĕнче те палăрчĕç. Райпо Канашĕн председателĕ Юрий Харитонов 5 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май кашни тапхăрĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, çитес вăхăтра тумалли ĕçсене палăртрĕ.
Элĕк райповĕ юлашки вăхăтра суту-илÿ предприятийĕсене автоматизацилесси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кун тĕлне вĕсенчен 30-шне тата пĕр склада автоматизациленĕ. 2018 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçлеме планлаççĕ. Тĕрĕссипе, лартнă тĕллеврен пăрăнма та çук. Çĕнĕлĕхе вăхăт ыйтать. Сăмах май, республикăра асăннă проекта пурнăçа кĕртме 200 млн. тенкĕ тăкакланă.
Унпа 620 магазинпа 20 склада автоматизациленĕ. Ĕçе пĕтĕмĕшле вĕçлеме тепĕр 100 млн, тенкĕрен кая мар кирлĕ. Пухура тухса калаçакансен сăмахĕнче те, ытларах кунта магазин заведующийĕсем пулчĕç, автоматизаци мелĕпе усă курни ĕçе çăмăллатнине асăнчĕç. Мĕн чухлĕ сутăннине, мĕнле тавар çитменнине йĕрлесе пыма меллĕ, ĕçе те хăвăртлатать. Паллах, çĕнĕлĕх çулĕ йывăрлăхсемсĕр такăрланмасть. Хăш-пĕр сутуçăсем яланах çĕннине йышăнасшăн мар, ĕçрен хăтарма ыйтнисем те пулнă. Ку чухне вĕренес кăмăл пурри, çамрăксем килни пулăшать.
Кадрсемпе ĕçлес ыйтăва та куçран вĕçертмест районти потребительсен обществи, çамрăксене явăçтарма тăрăшать. Тĕрĕссипе, кирек мĕнле организацире те ĕçлекенсен йышĕнче 30 проценчĕ яш-кĕрĕм пулмасан лару-тăру йывăррине асăрхаттараççĕ. Халĕ райпо тытăмĕнче 35 çула çитменнисем 25 процентпа танлашаççĕ. Сахал мар паллах, анчах çитес çулсенче ку ыйтăва шала ямасăр татса парассипе ĕçлеме тивет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов та пуху ĕçне хутшăннă май ку тĕлĕшпе хăйĕн пăшăрханăвне пĕлтерчĕ. Валерий Михайлович шучĕпе, паянхи кун чăн-чăн специалиста тупма питех те йывăр, çавăнпа та кадрсем хатĕрлес ĕçе шкул сакки çинченех пуçламалла. Николай Сергеев уполномоченнăй та хăйĕн сăмахĕнче шăпах кадрсен ыйтăвĕ çивĕч тăнине палăртрĕ, уйрăмах сутуçăсем çитменрен ял магазинĕсем хупăнма пултарасси шиклентернине пĕлтерчĕ.
Доклада сÿтсе явнă хыççăн уполномоченнăйсем кун йĕркинчи тепĕр черетлĕ ыйтăва пăхса тухрĕç. Ку вăл – райпо Канашĕн председательне суйласси. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Юрий Харитонов кандитатурине сĕнчĕ. «Элĕк райповĕ Чăвашпотребсоз тата Центрсоюз тытăмĕнче малти вырăнсене йышăнать. Пурлăх базине çулран-çул çĕнетсе пырать, çакă малалла аталанма майсем туса парать. Паллах, çитĕнÿ хăй тĕллĕн килмест. Юрий Александрович 22 çул хушши çак йывăр тиеве ăнăçлă туртса пыма пултарчĕ. Малашне те Элĕк райповĕ малтисен йышĕнче пуласса шанса тăратăп», - терĕ Валерий Михайлович. Уполномоченнăйсем пурте пĕр саслăн пулса сĕнÿпе килĕшрĕç. Çапла вара тепĕр 5 çул Элĕк райпо тилхепина Юрий Харитонов аллине шанса пачĕç. «Ĕçлеме кăмăл та, команда та пур», - терĕ Юрий Александрович пухăннисене тав туса.
Çавăн пекех пухура райпо Канашĕн тата ревизи комиссийĕн членĕсене суйларĕç, ĕçре палăрнисене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Тени магазинĕн заведующийĕ Татьяна Капарова Раççей Федерацийĕн промышленность тата суту-илÿ министерствин Хисеп хутне илме тивĕç пулчĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.