13 октября 2017 г.
Сăн-питĕнче йăл-кулă çиçекен ача аслисен пусăрăнчăк кăмăлне хăвăртах сирет. Çула çитмен çамрăк тĕрĕс аталанни, тивĕçлĕ воспитани илни ашшĕ-амăшне хавхалантарать. Анчах та ку чухне ыррипе пĕрлех япăххи те çук мар. Çулсеренех ачасем хутшăннипе Раççейре темиçе пин преступлени пулать. Сăмахран, 2016 çулта 18 çула çитмен çамрăксем 29 пин преступлени тунă. Унчченхи çулхипе танлаштарсан ку кăтарту 10,3 процент пĕчĕкрех. Çав вăхăтрах аслисем çула çитмен çамрăксем тĕлĕшпе тунă преступленисен шучĕ те пĕчĕкех мар. Пĕлтĕр кун пек тĕслĕхсемшĕн Раççейре 1270 ытла уголовлă ĕç пуçарнă.
Ача-пăча çул-йĕр çинче пулса иртекен аварисенче инкек тÿснине те асăнмасăр иртеймĕн. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, каникулсем вăхăтĕнче Раççей Федерацийĕнче кунне вăтамран 18-20 ача аварие лекет. Вĕренÿ çулĕ вăхăтĕнче вара инкексен шучĕ татах та ытларах. 2017 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче РФ территорийĕнче ачасем хутшăннипе 5300 авари пулнă, вĕсенче 164 ача вилнĕ. Ытларах чухне ача пурнăçĕ çула çитмен çамрăк çул-йĕр правилисене пăснине пула татăлать те.
Ачасен право пĕлĕвне ÿстерес, вĕсем хутшăннипе пулакан преступленисен шутне чакарас тĕллевпе сентябрĕн 22-мĕшĕпе октябрĕн 22-мĕшĕччен Чăваш Республикинче «Полици тата ачасем» уйăхлăх иртет. Çак тапхăрта профилактика енĕпе ĕçлекен мĕнпур субъект полици сотрудникĕсемпе пĕрле шкулсенче, ача сачĕсенче пулаççĕ, класс сехечĕсем, викторинăсемпе уçă уроксем ирттереççĕ.
Акци пуçланнăранпа район администрацийĕн çула çитменнисен комиссийĕн членĕсемпе, опекăпа попечительство органĕн специалисчĕсемпе, вĕренÿ пайĕн социаллă педагогĕсемпе Элĕкри, Юнтапари, Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенче пултăмăр. Мĕнле ĕçсемшĕн уголовлă явап тыттарнине, мĕнле преступленисемшĕн суд тенкелĕ çине лартнине тĕплĕн каласа ăнлантартăмăр.
Акци вăхăтĕнче çавăн пекех сăнавра шутланакан çемьесем патĕнче те пулатпăр. Йывăррисен шутне кĕртнĕ кашни ача патне киле çитсе аслисемпе калаçу ирттеретпĕр.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсем Шупашкарти вырăс драма театрĕн «ОБЖ урокĕсем» спектакле курса право енĕпе пĕлĕве ÿстерме пултарчĕç.
М.НИКИТИНА,
çула çитменнисен инспекцийĕн инспекторĕ.