АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăра вулаççĕ те, тĕрлеççĕ те

20 октября 2017 г.

Кĕнеке - пĕлÿ çăлкуçĕ. Библиотека ĕçĕн аталанăвĕ чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри шутланать. Вăл халăха кĕнекепе туслаштарнипе пĕрлех культура туприне упрама, ăна хисеплеме вĕрентет. Çынсем ялти библиотекăна кĕнеке илме кăна мар, канма та çÿреççĕ. Вĕсен канăвне усăллă ирттерме библиотекарьсем пысăк ĕç туса ирттереççĕ.

Крымсарайкка ял библиотекинче Альбина Архипова 4 çула яхăн тăрăшать. Кунта 10 пин ытла экземпляр кĕнеке. Библиотека çумĕнче «Хозяюшка» тата ачасем валли «Вдохновение» кружоксем ĕçлеççĕ. Кунта вĕсем ал ĕçĕпе аппаланаççĕ, тутлăран та тутлă апат-çимĕç рецепчĕсемпе пĕрне-пĕри паллаштараççĕ, пахча çимĕç лартса ÿстермелли вăрттăнлăхсене сÿтсе яваççĕ. «Вдохновение» кружокра Альбина Архипова ачасене çыхма, хутран илемлĕ япаласем касса кăларма вĕрентет.

Альбина Архипова кашни уяв тĕлне кĕнеке куравĕ йĕркелет, ачасемпе тематика каçĕсем ирттерет. Вăл çитĕнсе пыракан ăрăва кĕнеке-журналпа туслаштарнисĕр пуçне конкурссене те хастар хутшăнтарать. Ял библиотеки халăха питĕ кирлине ăнланать вăл, çынсене кĕнекепе туслаштарассине тĕпе хурса тăрăшать.

М.ШОРИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика