20 октября 2017 г.
Ящур - тута-çăварпа сăмсан йăлмака витĕмне, ÿт-тире, ура чĕрнисем хушшине хăйне евĕр сиенлекен вируслă инфекци. Ящурпа йĕкĕр чĕрнеллĕ выльăхсем, мăйракаллă шултра выльăх, сыснасем, сурăхсемпе качакасем чирлеççĕ. Унпа çынсем те чирлеме пултараççĕ.
Ящура пуçарса яраканĕ - пысăк температурăна чăтайман вирус, вăл 60 градус ăшăпа, ультрафиолет пайăркисемпе тата дезинфекци япалисемпе усă курсан вилет. Вируса аталанма пĕчĕк температура, нÿрĕклĕх пулăшать.
Чир мĕнтен пуçланса каять-ха; Вирус сĕлекепе, сĕтпе, шăкпа, каяшпа ерме пултарать. Выльăх-чĕрлĕх çÿрекен вырăна, витене тата кил хуçалăхĕнче усă куракан хатĕр-хĕтĕрте тата транспортра та ящур хăйĕн вирусне хăварма пултарать. Вируслă апат-çимĕç юлашкийĕсем тата утă-улăм пĕрчисем çилпе темиçе çухрăм вĕçсе кайса кирек ăçта та чир хăварма пултараççĕ.
Ящур çынна лекес хăрушлăх та пур. Вăл чирлĕ выльăхăн сĕчĕ, какайĕ урлă ерет. Чирлĕ выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлекенсен уйрăмах чирлес хăрушлăх пысăк: ĕне сунă чухне е выльăх ÿсĕрнĕ тата сунасланă чухне, çавăн пекех каяш лекнĕ япала урлă та. Ящур çынран тепĕр çынна ермест. Аслисемпе танлаштарсан чир ачасене хăвăрт ерет.
Ящуртан сыхланас тесен выльăх-чĕрлĕхе пăхнă, сунă, сыватнă чухне санитарипе ветеринари йĕркисене пăхăнмалла. Сĕте вĕретмелле, çу тунă чухне те лайăх хатĕрленĕ хăймапа усă курмалла.
А.АНАНЬЕВ,
врач-эпидемиолога пулăшакан.