АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимпиадăсем иртеççĕ

24 октября 2017 г.

Ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен çивĕч та пысăк пĕлÿ шайĕллĕ пулас тесен вĕренекенĕн сахал мар тăрăшмалла. Ку чухне олимпиадăсене хутшăнни ачан тавракурăмне ÿстерет те. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче 5-11-мĕш классенче пĕлÿ илекен ачасем халĕ хăйсен ăс-тăн çивĕчлĕхне палăртассипе тупăшаççĕ. Сентябрь уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 27-мĕшĕччен вĕсем вĕренекенсен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин шкулти тапхăрне хутшăнаççĕ. Пурĕ 15 предметпа тĕрлĕ тĕрĕслев ĕçне пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех чăваш чĕлхипе тата тăван ен культурин предмечĕпе кăсăкланакансем те олимпиада ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Паян шкулсенче вырăс чĕлхипе, çитес кунсенче вара химипе экономика предмечĕсемпе, акăлчан чĕлхипе хăйсен пĕлÿ шайне палăртĕç. Шкулсенче пысăк балл пухнисем район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика