27 октября 2017 г.
Суту-илÿ предприятийĕсенчи сентресем çине пăхсен куç алчăраса каять тейĕн. Мĕн кăна çук пулĕ кунта? Тавар туянакан хăйне кăмăла каяканнине суйлама пултарать. Вырăнта туса кăларнă продукци пулсан вара кăмăл та çĕкленет, туянса тутанас та килет.
Элĕк райповĕ шăпах çынсен кăмăл-туйăмне шута илсе хăйĕн ĕçне йĕркелет те. Кунти обществăлла апатлану предприятийĕсенче паянхи кун та 70 ытла кулинари тата кондитер изделийĕсене хатĕрлеççĕ. Çак кунсенче манăн кунти чи тутлă та вĕри вырăнта – чустаран тĕрлĕ продукци хатĕрлекен цехра пулма тÿр килчĕ. Çÿхÿ, вĕтĕ кукăль, булка-икерчĕ – пĕтĕмпех вĕри кăмакаран тухса сентресем çине çитет. Кунта выртса сивĕнме вăхăчĕ те çук тейĕн вĕсен, тÿрех туянакансен аллине лекеççĕ. Кулинари магазинĕнче яланах çын нумай.
Валентина Максимова аслă кондитер каласа панă тăрăх, Элĕксен продукцине кăмăлласах туянаççĕ. Саккас йышăнассине те йĕркеленĕ. Уйрăмах Элĕксен тортне килĕштереççĕ. Ваттисен кунĕсенче кунти икерчĕ-çÿхÿне хапăлласах туяннине асăнмалла. Валентина Борисовна кунти çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕ. Акă нумаях пулмасть «Американо» печени тата кекс-маффинăсем хатĕрлеме пуçланă. Тавар туянакансем вĕсене тутанса хаклама ĕлкĕрчĕç те ĕнтĕ. Эпир калаçнă чух Галина Яковлева кондитер шăпах хатĕр продукцие сутлăха хатĕрлетчĕ те. Сăмах май, Галина Юрьевна çак ĕçре вăтăр çула яхăн тимлет, çавăнпа та Элĕксен тата сала хăнисен кăмăлне аванах пĕлсе тăрать. Ăнăçлăх технологие пăхăнса пурнăçланисĕр пуçне тулли кăмăлпа ĕçе кÿлĕннинчен те килет.
Ĕçлекенсен пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе предприятире мастер-классем йĕркелесси анлă сарăлнă. Çакă малашнехи ĕçре пулăшу парасса шанаççĕ кунта.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.