27 октября 2017 г.
Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ тĕлне, ноябрĕн 3-мĕшĕнче, çĕршывăн кашни регионĕнчех «Пысăк этнографи диктанчĕ» акци иртет. Çак диктанта Наци ĕçĕсен Федераци агенстви тата Удмурт Республикин наци политикин Министерстви йĕркеленĕ. Кăçал вара Раççейре пурăнакансем кăна мар, ют çĕршывра тĕпленнĕ ентешсем те этнографи тĕлĕшĕнчен пĕлÿлĕх шайне тĕрĕслеме пултараççĕ.
Чăваш Республикинче диктант çырма пĕтĕмпе 9 лаптăк çирĕплетнĕ: И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика тата, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕсем, Канашри педагогика колледжĕ, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕ, Улатăрти технологи колледжĕ, Шупашкарти Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕ, Чăваш Республикин Наци тата ача-пăча библиотекисем, чăваш тĕррисен музейĕ. Паянхи куна асăннă диктанта çырма 300 çын ытла регистрациленнĕ. Чи малтанах кирек хăш вырăнта пурăннине пăхмасăрах çывăхри площадкăна пымалла. Вĕсен адресĕсене www.miretno.ru тата www.fadn.gov.ru сайтсенче, çавăн пекех социаллă сетьсенчи «Пысăк этнографи диктанчĕ» ушкăнсенче тупма пулать. Акцие Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕ - декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетĕç.
Пĕлес тесен, 2016 çулта Раççейре çак акцие 90 пине яхăн çын хутшăннă. Вĕсенчен 35 пин çынни куçăмлă майпа, тепĕр 50 пин ытла çын онлайн мелĕпе диктант çырнă. Акцие хутшăнакансенчен чи çамрăкки - Чĕмпĕр облаçĕнчи 12 çулхи хĕрача, чи асли Мордвари 80 çулхи арçын пулнă. Çĕршыври вăтам паллă 100 балран 54 балпа танлашнă.
Н.СМИРНОВА.