АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи вăйпа каçă юсанă

31 октября 2017 г.

Пурте туслăн ĕçлеме тытăнсан, кирек епле ĕç те хăратмасть. Акă Сурăмпуç-Шĕмшеш ялĕнче пурăнакансем иртнĕ эрнере кашни кунах ялти каççа юсассипе тимленĕ. Çуркунне ейÿ тапхăрĕнче самаях ишĕлсе пынă вăл. Çав каçă Александров тата Садовая урамсене пĕрлештерсе тăрать. Ял-йыш тăрăшнипе чи малтанах çĕрне хăпартнă. Ун çийĕн Ишпарайкка ялĕнчи кивĕ, юхăнса ларакан ферма çуртне пăсса кирпĕч ванчăкĕсене хунă. Ку енĕпе «Рабия» агрофирмăн тракторисчĕ пысăк пулăшу кÿнĕ. Çавăн пекех ял çыннисене пулăшма Элеккеньушкăнь ялĕнчи Иван Николаев та хăйĕн тракторĕпе çитнĕ. Ĕçрен пĕри те аякра тăрса юлман. Пĕрисем - ферма çуртне пăснă çĕрте, теприсем - каçă вырăнĕнче кирпĕчсем хунă çĕрте тимленĕ. Çапла майпа 200 метр тăршшĕллĕ каççа юсама май килнĕ. Халĕ ĕнтĕ унтан техникăпа та каçса çÿреме хăрушă мар. Çак çăмăл мар ĕçе Сурăмпуç-Шĕмшеш ялĕн старости Галина Шашкарова йĕркелесе пынă. Унсăр пуçне Элеккеньушкăньри Иван Николаев та, «Рабия» агрофирмăн директорĕ Радислав Александров та пысăк пулăшу панă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика