АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл та Çĕнтерĕве çывхартнă

31 октября 2017 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кашни çемьенех пырса тивнĕ. Паян пурăнакан вăрçă ачисем йывăр çулсене, Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми вăй хунине, тăванĕсене, ашшĕсене, пиччĕшĕсене каялла тĕрĕс-тĕкел кĕтсе илессе шанса хаяр вăрçă хирне ăсатнине аса илет. Тылра ача-пăча та аслисемпе тан тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Тăнăç пурнăçшăн тата таса тÿпешĕн парăнман халăх ĕмĕчĕ пурнăçланнă - Çĕнтерÿ çитнĕ. Анчах та вăл ытла та хакла ларнă. Вăрçă хирĕнче пин-пин салтакăн пурнăçĕ татăлнă, арăмĕсем упăшкисене, ачисем ашшĕсене урăх курман.

Кармал ялĕнче пурăнакан Валентина Владимировна Терентьевăн çемйине те вăрçă нумай хĕн-хур илсе килнĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ унăн Мăн Вылă ялĕнче тăватă ачаллă çемьере иртнĕ. Вăл, асли пулнă май, пĕчĕклех ĕçе кÿлĕннĕ. Çитменнине тата, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ашшĕ юнлă вăрçă хирне тăшмансемпе çапăçма тухса кайнă та киле таврăнман. Çамрăк хĕр нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ ĕçре иртнĕ. Ялти ытти ачасем пекех иртен пуçласа каçчен хуçалăхра тăрăшнă. «Ун чухнехи пурнăç никамшăн та çăмăлах пулман. Апла пулин те пуçа усман эпир, малаллах талпăннă, Çĕнетрĕве çывхартассишĕн тăрăшнă. Вербовка мелĕпе Ленинград облаçĕнче те вăй хунă. Унта вара хамăн пулас мăшăрпа Варфаломей Терентьевичпа паллашрăм. Ĕçчен те тăрăшуллă, типтерлĕ арçынччĕ. Шел, пĕрле нумай пурăнаймарăмăр. Çемье çавăрсан тепĕр 20 çултан вăхăтсăр пурнăçран уйрăлчĕ», - шухăша путрĕ хисеплĕ кинемей.

Терентьевсем 10 ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ Валентина Владимировнăн 22 мăнукпа 20 кĕçĕн мăнук. Валентина Владимировна ĕмĕр тăршшĕпех «Прогресс» хуçалăхра тăрăшнă. Халĕ килĕнче пĕччен пурăнать пулин те хуçалăха çирĕп тытать. Ăна Леонид ывăлĕпе Альбина кинĕ пысăк тимлĕх уйăрнине палăртмалла. Вăл нумай çул пурăннин вăрттăнлăхĕ ĕçе тата ачасене юратнинче пулнине пĕлтерет. Çакă вара темрен те паха, çемьери чи пысăк пуянлăх шутланать. «90 çул вăл - çулсем кăна, чи кирли чун яланах çамрăк пултăр», - тет Валентина Терентьева.

Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕскер выçă-тутă мĕн иккенне аванах пĕлет. Тăраниччен çывăрса курнине те астумасть. Çавăнпа та ачисемпе мăнукĕсене май çитнĕ таран пулăшма тăрăшать.

Татьяна Васильева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика