03 ноября 2017 г.
Элĕк райповĕ - çĕршыври коопераци тытăмĕнче чи лайăххисенчен пĕри. Çакна çулсеренхи лайăх кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Çакăнта Элĕкри «Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕн тÿпи те пысăк. Кунти ĕçченсем умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн ырми-канми тăрăшаççĕ.
Çу кунĕсенче пĕрлешÿре халăхран эмел курăкĕсем пухассипе ĕçсем япăх мар пынине пĕлтерет склад заведующийĕ Зоя Никифорова. Ку енĕпе вĕсене шкул ачисем, ялсенчи çут çанталăк тусĕсем, уйрăмах тивĕçлĕ канурисем, пысăк пулăшу кÿнĕ. Вырăнти лавккасенче те çак кирлĕ чĕр тавара пухассипе пуçарулăх кăтартнă. «Юлашки çулсенче чĕрĕ курăка вырăнта типĕтсе хатĕрлессипе те условисене чылай лайăхлатнă. Ятарлă сушилка-склад пысăк пулăшу парать», - палăртать Зоя Никифорова. Эмел курăкĕсем пухас ĕçре çулсеренех Тат-мăшри Багровсен, Изванкăри Егоровсен, Элĕкри Обаковсен çемйисем, Тимĕрçкассинчи Галина Яковлевăпа Фаина Михайлова, Изванкăри Фаина Васильева, Уйкасри Алиса Федорова тата шкул ачисем те пуçарулăх кăтартаççĕ. Вĕсем шапа хупаххи, чăрăш тăрри, хурăн çулçи, чĕкеç курăкĕ, сар çип ути, шур тăрăллă хыт курăк пухса пархатарлă ĕç тăваççĕ. Пурĕ 40 тĕрлĕ курăк пухаççĕ хатĕрлевçĕсем. Çак курăксенчен çынсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма, вĕсен пурнăçне çăлма миçе тĕрлĕ эмел туса кăлармаççĕ-ши; Кунта вара кашни хатĕрлевçĕн тÿпи пур. «Коопзаготпром» пĕрлешÿ эмел пухассипе çеç ĕçлемест-ха. Кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра та кунта ĕç шавĕ пĕр самантлăха та чарăнмасть. Игорь Иванов директор палăртнă тăрăх, мăйракаллă шултра выльăх тирне пуçтарассине те йĕркеленĕ пĕрлешÿре. Çынсем асăннă чĕр тавара хăйсем те килсе параççĕ, ăна ялти магазинсенче те пухаççĕ. Кунта çынсене ĕçпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çав вăхăтрах тăтăшах килсе вăй хуракансем те пур. Акă кивĕ хут складĕнче ĕç вĕресе çеç тăрать. Кирлĕ мар хут кунта нумаях юлман-ха, ăна тăтăшах патшалăха ăсатсах тăраççĕ-çке. Кунта пресс-машина вырнаçтарнă. Унпа усă курса пухăннă хута тĕркемлеççĕ. Акă, Сергей Викторовпа Алевтина Никифорова пĕр ĕçрен те хăраса тăмаççĕ. Эпир пынă чухне те вĕсем пресс умĕнче тăрмашатчĕç. «Пĕчĕк йышпах пысăк ĕç пурнăçланине палăртма кăмăллă. Маргарита Ильина шут ĕçченĕ те, Зоя Никифорова склад заведующийĕ те шанăçа тÿрре кăларса пыраççĕ», - ĕçтешĕсем тăрăшулăхпа палăрнине асăнчĕ Игорь Анатольевич.
«Коопзаготпром» пĕрлешÿ хатĕрлев ĕçĕнче ялсенчи магазинсемпе те тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕсем урлă кĕленче, полиэтилен, хут, эмел курăкĕ пуçтаратпăр. Çулталăкра вара эмел курăкне 30-шар тонна хатĕрлетпĕр. Çынсем час-часах кирек ăçта та çутă хутсем (полиэтилен), кĕленчесем сапаланса выртнишĕн пăшăрханса калаçнине илтме тÿр килет. Ку ÿкерчĕксем, паллах, кăмăла хуçаççĕ. Çав хушăрах çÿп-çап вырăнĕнчи япаласем пирĕншĕн чĕр тавар шутланаççĕ. Ванчăк кантăк савăтсем, ытти çĕмрĕк кантăк пирки те çавнах каламалла. Вĕсене типтерлĕ пухса пирĕн пĕрлешĕве илсе килме пулать. Çакăншăн, паллах, укçа тÿлетпĕр. Кăçал Экологи çулталăкĕ. Асăннă чĕр таварсене хатĕрлес ĕçе хутшăнни тăван тавралăх тирпей-илемĕшĕн тăрăшниех пулать», - хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕ 40 çула яхăн склад ертÿçинче тăрăшакан Зоя Никифорова.
Пĕрлешÿре халăха тырă сутас, ăна авăртса парас ĕçе те ăнăçлă йĕркеленĕ. Район çыннисем пĕрлешĕвĕн кашни пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ.
Вера МОРОЗОВА.