АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, спортра та малта

08 ноября 2017 г.

Чăваш Республикинчи потребитель кооперацийĕн предприятийĕсемпе организацийĕсем хушшинчи 2017 çулхи виççĕмĕш кварталти республикăри экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе Элĕк райповĕ йăла пулăшăвĕсене аталантарассипе пĕрремĕш вырăна, ваккăн сутмалли суту-илĕве, хатĕрлев ĕçне аталантарассипе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Пахча çимĕç сутăн илес ĕçре те Элĕксем чи пысăк кăтарту тунă, пĕрремĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех çăкăр продукчĕсене сутăн илессипе - иккĕмĕш, çынсенчен сĕт пухассипе вара виççĕмĕш вырăнта. Асăннă çитĕнÿсемшĕн Элĕк райпоне Чăвашпотребсоюз Канашăн Дипломĕсемпе чысланă. Элĕкри потребительсен кооперацийĕ вара ĕçре хастар пулнипе пĕрлех спортра та малтисен ретĕнче. Иртнĕ кунсенче Етĕрне хулинчи «Присурье» физкультурăпа сиплев комплексĕнче потребкоопераципе предпринимателлĕх ĕçченĕсен Спартакиадин инçĕшне ишессипе эстафета иртнĕ. Элĕк райповĕн команди ку ăмăртура тăваттăмĕш вырăна тухнă, Спартакиадăн мĕнпур кăтартăвĕсемпе вара çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, пĕрремĕш вырăна тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика