10 ноября 2017 г.
Урамра хăвăрт тĕттĕмленме пуçларĕ. Çавна май çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх пирки пĕр самантлăха та манмалла мар. Çул-йĕр инспекторĕсен статистики тăрăх, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта çуран çÿрекенсем хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ икĕ хут ÿсет. Хамăрăн тата çывăх çынсен пурнăçне епле çăлса хăвармалла-ха, сывлăха мĕнле упрамалла?
- Çул çинче çуран çÿрекен сене чи малтанах фликер туянма сĕнесшĕн. Урăхла каласан вăл - сумка, рюкзак, çанă е атă-пушмак çине çыпçăнакан тата çуталакан япала. Чи кирли, çула тухсан унăн аякран курăнмалла. Хăрушлăх кăларса тăратакан ушкăна ватă çынсем тата ачасем кĕреççĕ. Аслă ăрурисем ытларах тĕттĕм çи-пуç тăхăнаççĕ, вĕсен куçĕ те витĕ- рех курмасть, кирек мĕнле лару-тăрура та çухалса кайма пултараççĕ. Ачасем вара тимлĕхсĕр, çул çинче хăрушлăх пирки манса каяççĕ. Çавăнпа та асăннă категорири çынсене фликер кирлех. Шел пулин те, чылайăшĕ фликер кирлине ăнлансах каймасть, - палăртать çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн административлă законодательствипе ĕçлекен инспекторĕ Геннадий Казыкин.
Аслисенчен нумайăшĕ фликер нимĕн тума та кирлĕ маррине пĕлтернине палăртать вăл. Çакна вĕсем ачасенчен çÿллĕрех пулнипе, водитель вĕсене лайăхах курнипе сăлтавлаççĕ. Теприсем вара фликер ÿсĕр çынсене кăна кирлине пĕлтереççĕ. Çакă вара тĕрĕс мар шухăш. Фликерсем пурне те кирлĕ. Тĕттĕмре тата ăмăр çанталăкра çул çинчи тĕксĕмрех тăхăннă çынна пачах та асăрхама май çук.
Водитель çывăхри çутăпа пырсан вăл çуран утакан çынна тĕттĕм тата ăмăр çанталăкра 25-40 метртан çеç курать. Çак вăхăтра машинăна хăвăрт чарма пулмастех, мĕншĕн тесен машина пĕр сехетре 60 çухрăмпа пырать пулсан та ăна чарăнма 40 метр кирлĕ. Фликерпа пыракан çынна вара водитель 130-240 метртан асăрхать, аякри çутăпа (ялсенче пулмасан) - 400 метртан. Çак çăлав элеменчĕ тĕрлĕрен пулма пултарать: наклейка, браслет, брелок евĕр, хăшне-пĕрне тумтир çине çĕлеме те пулать. Фликер хаклах мар: 6 наклейка (наборпа) 20 тенкĕ, çакса çÿремеллисем 5-10 тенкĕ тăрать.
Хĕл кунĕсем çывхарнă май урамра 16 сехет иртсенех тĕттĕмленме тытăнать. Шăпах çак вăхăтра çынсем ĕçрен тухса килĕсене васкаççĕ. Пĕрисем машинăпа, теприсем çуранах çитеççĕ киле. Ку чухне вара никам та хăрушлăх çинчен шутламасть. Çавна май эпир те хăйне евĕр рейд ирттерме шутларăмăр. Чи малтанах Элĕкрен Хĕрлĕ Чутай еннелле каякан çул çине тухрăмăр. Тÿрех палăртам, район центрĕнчен çывăхри ялсенче пурăнакансем çуранах киле утаççĕ. Нихăшĕн те фликер çук. Янкурас еннелле виçĕ çын çул хĕррипе утать. Эпир машинăпа пынă чухне пĕрин çи-пуçĕ çинче çеç фликер пулнине асăрхарăмăр. Çакна та палăртса хăвармалла, шкул ачисенчен чыла- йăшĕн тумтирĕ çинче çутатакан наклейка пур. Анчах пурин те мар.
Енчен те çуран çÿрекен пурте усă куракан çул çине тухсан тата ун çинче фликер пулмасан ăна явап тыттарма пултарнине илтнĕччĕ. Тĕрĕсех-и çакă; Çак ыйту çине çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕ Геннадий Казыкин хуравлать.
- Çуран утакан çын ял территорийĕнчен машинăсем çÿрекен вырăна тухсан хăрушлăха лекет. Унăн çутатакан элемент пулмасан йĕркене пăсни пулать. Çавăнпа та ăна Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексăн 12.29-мĕш статйипе явап тыттараççĕ. Машина урапи айне лекес мар тесен пурин те çийĕнчех фликер туянмалла. Унсăр пуçне халĕ сутакан тумтир çинче те çутатакан элементсем пуррине асăнса хăварас килет, - ăнлантарать инспектор.
Фликер çуран пыракан çынсене аякранах курма май парать.
Вера МОРОЗОВА.