10 ноября 2017 г.
Пирĕн Мартынкасси вăрман çумĕнчех вырнаçнă. Ял варрипе иртекен çырма ăна икĕ пая пайлать. Вăрман еннелле уйсенче ял çыннисен выльăхĕсене çÿретме вырăнсем меллĕрех. Çавăнпа та колхоз саманинче лаша, сысна витисене те вăл еннелле лартнă. Çыннисен те, выльăхсен те çырма урлă леш енне каçса çÿремелле пулнă. Çав тĕллевпе виçĕ пĕве пуçĕ тата тепĕр кĕпер тунă. Вĕсене иртнĕ ĕмĕрте пĕтĕмпех колхоз шучĕпе тытса юсаса тăнă. Çавăн пекех Сурăм лесничествине Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансем те йышлă çÿретчĕç. Вырăс Сурăмĕнчи Ытлари пасарĕ ĕçленĕ çулсенче пирĕн ял витĕр Ишек тăрăхĕнче пурăнакансем те нумайăн каятчĕç. Çак вăхăтсем иртрĕç те, 90-мĕш çул хыççăн хуçалăхсен ĕçĕ те хавшарĕ. Ялта ĕçлеме пултаракансем ирĕкелле тухса кайса пĕтрĕç, яла ватăсемпе пурнăç тĕллевне çухатнă, ĕçке путнă çамрăксем кăна тăрса юлтăмăр. 70-мĕш çулсенче ялта 270 çын пурăннă пулсан, паянхи куна 60 çын кăна кун кунлать. Ял çыннисене пăшăрхантаракан тĕп ыйтусенчен пĕри вăл - ял варринчи çырма урлă выльăх-чĕрлĕхе каçса çÿремелли тĕп кĕпер çĕрĕшсе кайни. Иртнĕ çулсенче унта каçакан ĕне кĕрсе ÿкнĕччĕ. Çирĕп материал тупайманран кĕпере киввипе юсама тиврĕ. Кăçал вара каллех тепĕр ĕне кĕпер айне кĕрсе ÿк-рĕ. Пырать-ха, нихăшĕ те аманмарĕç. Çавна май выльăхсене каçарассипе чылай чăрмав тухса тăчĕ. Кĕпере васкавлăн юсамалла тесе хытах шавлакансем те тупăнчĕç. Анчах та юсама 15 фесметр юман, 1 фесметр хăма, 5 килограмм пăта кирлĕччĕ. Ку строительство материалĕсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тивĕçтереймессе пĕлтерчĕ. Материалсене туянма килĕрен 500-шер тенкĕ пухма шутларĕç. Кун пек те май килмерĕ. Нумайăшĕ: «Манăн выльăх-чĕрлĕх çук, эпĕ памастăп», - тесе хирĕç пулчĕç. Теприсем вара укçа çуккипе сăлтавларĕç. Пырать-ха, ялта хастарсем пур. Вĕсем пулăшнипе укçа тупкаласа материалсене кÿрсе килтĕмĕр. Ĕçлеме тухакансем пулманнипе ĕç каллех икĕ уйăха тăсăлса кайрĕ. Кирлĕ текенсем нумай, анчах та ĕçлекенсем çук. Ман шутпа, ĕçлеме тухайманнин укçа парса пулăшмалла. Юрать, ялти 3-4 хастар тимлерĕç. Вĕсене вара ятранах палăртатăп - П.Павлов, Н.Орлов, В.Багров пенсионер, В.Скворцов, А.Алексеева тата эпĕ. Хамăр тимленипе кĕпер тăвас ĕçе хĕле кĕриччен вĕçлерĕмĕр. Анчах та кĕпер тăвас ĕç кунпах пĕтмен-ха. Çитес çул тата икĕ кĕпере юсаса çĕнетмелле. Эппин, каллех строительство материалĕсене хатĕрлемелле.
В.АРХИПОВ,
ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.