14 ноября 2017 г.
Социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене пулăшу парас, обществăна çемье тата ачасем çине тимлĕх уйăрма вĕрентес, патшалăх тата муниципалитет органĕсене, обществăлла организацисене тата тĕрлĕ учрежденире тăрăшакансене çемье, ача-пăча ыйтăвĕсене татса панă чухне пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлессине лайăхлатас тĕлĕшпе республикăра «Ачасем тата çемье» акци йĕркеленĕ. Вăл ноябрĕн 10-20-мĕшĕсенче иртет. Асăннă мероприятие Ачасен пĕтĕм тĕнчери кунне халалланă.
Акци вăхăтĕнче район администрацийĕ çумĕнчи çула çитменнисен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комисси членĕсем тĕпренчĕкĕсен воспитанийĕпе тивĕçлипе ĕçлемен çемьесенче пулĕç. Çавăн пекех право хуралĕн сотрудникĕсемпе районти полици пайĕнче сăнавра тăракан ачасем патне çитсе вĕсен пурнăç условийĕсемпе паллашаççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче ашшĕ-амăшне явăçтарса спорт мероприятийĕсем иртеççĕ.
Акци тапхăрĕнче район администрацийĕн опекăпа попечительство органĕнче - 22-3-82, çула çитменнисен комиссийĕнче - 22-0-75, Элĕкри тĕп больницăн ача-пăча консультацийĕнче 22-1-80 телефон номерĕсемпе «шанчăк телефонĕсем» ĕçлеççĕ. Çавăн пекех ноябрĕн 20-мĕшĕнче - Ачасене право пулăшăвĕ памалли кун - район администрацийĕн юрисчĕ В.Васильев, опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ И.Ильина, «Меркурий» бизнес-инкубаторта вырнаçнă нотариаллă канторăн нотариусĕ Л.Зайченко ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшне тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парĕç.
Йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасене çи-пуç парса пулăшас шутлисем вĕсене районти социаллă пулăшу центрне килсе пама пултараççĕ. «Ачасем тата çемье» акцие районти мĕнпур çын хутшăнма пултарать.
Н.Терентьева,
район администрацийĕн çула çитменнисен комиссийĕн тĕп специалисчĕ.