АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕлпулу шанăç парать

17 ноября 2017 г.

Тĕлпулу шанăç парать

Ял çамрăкне аслă пĕлÿ илсен те тăван тăрăха каялла тавăрасси патшалăхăн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри темелле. Эппин, хĕрсемпе каччăсене шкул сакки çинче ларнă тапхăртах ялта та хуларинчен кая мар хăйсен ĕçне йĕркелеме май пуррине каласа ăнлантармалла. «2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрччен яллă территорисен çирĕп аталанăвĕ» Федерацин тĕллевлĕ программине тĕпе хурса «Ял çамрăкĕсен Раççейри союзĕ» Пĕтĕм Раççейри çамрăксен обществăлла организацийĕ Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенче ялсен культурăпа историлле пуянлăхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе кăçалхи сентябрь тата ноябрь уйăхĕсенче Пĕтĕм Раççейри проект пурнăçа кĕрет.

Çакна тĕпе хурса ĕнер Чăваш Сурăмĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн информаципе консультаци бригади кунта 10-11-мĕш классенче вĕренекенсемпе тата районти çамрăк хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисемпе, тĕл пулчĕç. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лидия Никитина та хутшăнчĕ. Вăл ял хуçалăх тытăмĕнче хăйсен ĕçне йĕркелесе яракансене патшалăх мĕнле пулăшусем пани çинчен каласа пачĕ. Çÿлерех асăннă аслă вĕренÿ учрежденийĕн экономика факультечĕн деканĕ Евгений Иванов тата хуларан килнĕ 4 студент вĕренекенсемпе районти çамрăк специалистсене ĕç-хĕле йĕркелемелли майсемпе паллаштарчĕç.

Алена ЛЬВОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика