АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур укçапа усă курмалла

17 ноября 2017 г.

Пур укçапа усă курмалла

Ноябрĕн 14-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 14-мĕш ларăвĕ иртрĕ. Район пуçлăхĕ, район детутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Владислав Волков ертсе пынипе халăх суйлавçисем кун йĕркинчи 14 ыйтăва пăхса тухрĕç.

Пĕрремĕш ыйтупа кăçалхи 9 уйăхра район бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллашрĕç. Ун çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Кротов тĕплĕн каласа пачĕ. Çак тапхăрта район бюджечĕн тупăш пайĕ 207 705,5 пин тенкĕпе танлашнă. Ку çулталăкра пăхнин 66,8 проценчĕ. Вĕсенчен налук тата налук мар тупăш пайĕ 31 715,4 пин тенкĕ, тĕрлĕ бюджетран килекен тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ – 175 990,3 пин тенкĕ. 9 уйăхра 203 883,6 пин тенкĕпе тăкакланă. Çапла вара пĕтĕмлетÿсем тăрăх тупăш пайĕ тăкакран 3 822,1 пинлĕх пысăкрах пулни палăрчĕ. Çулталăк вĕçленмен-ха, палăртнă ĕçсене вĕçне çитерме ытларах тимлемеллине каларĕç депутатсем. Валерий Афанасьев депутат хуçасăр выльăхсемпе кĕрешме уйăрнă укçа-тенке халĕ те тăкакламаннине, анчах та ку енĕпе районта ыйту çивĕч тăнине асăнчĕ. Паянхи кун 4 ял тăрăхĕпе çеç килĕшÿ тунă.

Халăх суйлавçисем районăн 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018, 2019 çулсенчи бюджетне улшăнусем кĕртрĕç. Çакă кăçал республикăран 33896,4 пин тенкĕ хушма укçа-тенкĕ килнипе çыхăннă.

Кирек хăш муниципалитетра та çул-йĕр ыйтăвĕ чи çивĕччисенчен пĕри пулса тăрать. Ял çыннисем те çул тăвас ыйтăва кашни тĕлпулурах çĕклеççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта çул-йĕр тунă çĕре 37 836,7 пин тенкĕ тăкакланă, вăл шутра республика бюджетĕнчен 30 348,9 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 7487,8 пин тенкĕ. Хăш-хăш участокра ĕçсем пыни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн строительсво, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр, транспорт тата çыхăну енĕпе ĕçлекен çумĕ Александр Терентьев каласа пачĕ.

Ларура депутатсем район администрацийĕн вĕренÿ, социаллă аталану, çамрăксен политикин тата спорт пайĕн Положенине çирĕплетрĕç. Пай начальникĕ Петр Павлов шучĕпе, 2013 çулта йышăннă документра улшăнусем чылай пулса иртнĕ, вĕсем вĕренÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă. Шкул теминчен аякка каймасăрах депутатсем Йăлкăш шкулне хупас тĕлĕшпе ыйтăм ирттерме йышăнчĕç. Ыйтăма кунта çÿренĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсем хутшăнĕç. Тĕрĕссипе, паянхи кун вĕренÿ заведенийĕн класĕсенче пĕр ача та лармасть. Вĕсем пĕлĕве Элĕк шкулĕнче илеççĕ. Йăлкăш шкулĕ çумĕнчи ача сачĕ вара Элĕкри 2-мĕш №-лĕ «Хĕвел» ача сачĕн филиалĕ пулса малашне те хăйĕн воспитанникĕсене йышăнĕ.

Çавăн пекех халăх суйлавçисем ларура Элĕк районĕн муниципалитет пĕрлешĕвĕн Обществăлла канашĕн Положенине çирĕплетрĕç, кун йĕркинчи кĕртнĕ ыйтусемсĕр пуçне тата ыттисене те пăхса тухрĕç.

Марина ЛЕОНТЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика