17 ноября 2017 г.
Шупашкарти районсем хушшинчи çут çанталăка сыхлакан прокуратура Интернет сечĕн мониторингне тунă чухне сайра тĕл пулакан, Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕнĕ чĕр чуна - юр барсне сутни çинчен калакан информаци тупса палăртнă.
Çакăн йышши информацие Интернетра вырнаçтарни «Информаци, информаци технологийĕ тата информацие хÿтĕлени çинчен» Федераци саккунĕн требованийĕсене тивĕçтермест. Раççей Федерацийĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕнĕ чĕр чуна саккунсăр майпа тытнăшăн тата ăна сутнăшăн РФ Уголовлă Кодексăн 258.1-мĕш статйипе айăплаççĕ, 3 çул таран ирĕкрен хăтарма тата пĕр миллион тенкĕ таран штраф пама пултараççĕ.
Çут çанталăка сыхлакан прокуратурăн прокурорĕ Шупашкарти Ленин район судне тавăçпа тухсан суд Интернет сетĕнче юр барсне сутнă информацие Раççей Федерацийĕн территорийĕнче сармалла маррине каланă.
Н.СМИРНОВА.