АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хамăр тăрăшсан çеç ача аталанĕ

21 ноября 2017 г.

Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкин пуласлăхĕ пирки шухăшлать. Вăл вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пырассине çуралсассăн пĕрремĕш çулĕсенчех палăртма тытăнать. Вĕсемшĕн тĕп тĕллев пуплеве тĕрĕс аталантарасси пулса тăрать.

Çакă вăл - кăткăс тата вăраха тăсăлакан пулăм. Чи малтанах ачан хăйне калакан сăмахсене ăнланма, хăйĕн шухăшне ăнлантарса пама вĕренмелле. Шел пулин те, эпир чылай чухне ача сасăсене тĕрĕс каланипе калайманнине, шкула кайиччен вулама пĕлнипе пĕлменнине тĕпе хуратпăр. Ку чухне вара пуплев кăлтăкĕсем кунпа çеç çыхăнмаççĕ.

Ача пуплевĕ 2 çулта 10 сăмахран та сахалтарах пулмалла мар. 3 çулта вара унăн 2-3 сăмах сыпăнтарса калаçмалла, ашшĕ-амăшĕн вăл мĕн каланине ăнланмалла. Пепкен 4 çул тултарсан чылай сасса каламалла. 5-6 çулхи ачан сасăсене тĕрĕс каламалла, предложение тĕрĕс йĕркелемелле, ÿкерчĕк тăрăх калав тума пĕлмелле. Ача тытăнчăклăн калаçма пуçларĕ пулсан çийĕнчех логопед консультацийĕ кирлĕ.

Шкула кайма хатĕрленесси - питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тапхăр. Логопед пуплеври кăлтăксене, çырас, вулас енĕпе пулакан йăнăшсене асăрхаттарма пултарать. 6 çул тĕлне ачан хăйĕн йĕри-таврари япаласен ячĕсене пĕлмелле. Ачапа пĕрмаях калаçасси, унăн сăмах словарьне пуянлатасси яланхи пекех çивĕч тăрать. Çакна эпир хамăр ача садĕнче те тĕп вырăна хуратпăр. Сăмахран, хĕрачасемпе тата арçын ачасемпе вăйă урлă апат пĕçерме, машина урапи юсама тата ытти ĕçсене те пурнăçлама вĕренетпĕр, çĕнĕрен те çĕнĕ сăмахсене ăша хыватпăр. Çакă вĕсене аталанма пулăшать.

Ачан чĕлхи лайăх аталантăр тесен ăна пÿрнесемпе ытларах ĕçлеттермелле. Вăл пластилинпа, конструкторпа, мозаикăпа тата кубиксемпе вылятăр. Чуста çăрнă чухне те çывăх çынни ăна хăйĕнпе пĕрле аппалнма май патăр. Ку ачашăн вăйă та, пÿрне мышцисене валли массаж та пулĕ. Садике кайнă е унран таврăннă чухне те ачапа йывăç çинчи кайăксене е çурт чÿречисене шутлани вырăнлă. Ачасене хамăр тимлĕх уйăрсан çеç вĕсем пур енлĕ аталанĕç. Тăрăшни те харама каймĕ.

Светлана ПЕТРОВА,

«Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика