21 ноября 2017 г.
Ноябрĕн 18-мĕшĕнче Элĕкри «Хĕлхем» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче «е2-е4» шахмата юратакансен клубĕн Президенчĕн Зиновий Федоровăн парнисемшĕн 5-мĕш турнир иртрĕ. Ăмăртăва 40 çын хутшăнчĕ, вăл шутра аслă ăрурисем те, çамрăксем те пулчĕç. Вĕсенчен кашниех харпăр хăйшĕн те, командăпа мала тухассишĕн те тупăшрĕ.
Шахмат вăййинче ăс-тăн çивĕчлĕхĕ кирлĕ. Ăмăрту çавăнпа та хĕрÿ иртрĕ ĕнтĕ. Арçын ачасенчен Элĕкри вăтам шкулта вĕренекен Роман Никандров пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Мăн Ямаш шкулĕнчи Николай Кулагин - иккĕмĕш, Элĕкри вăтам шкулта ăс пухакан Андрей Трофимов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Хĕрачасем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри Елена Афанасьевăпа Яна Никифорова иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Элĕкри Юлия Спиридонова вара виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
Командăсен зачетĕнче Элĕк шкулĕнче вĕренекенсене çитекенни пулмарĕ, вĕсем пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Мăн Ямаш шкулĕн ачисем, виççĕмĕш вырăнта кÿршĕри Хĕрлĕ Чутай район представителĕсем пулчĕç.
Аслă ăрурисен те тупăшу хĕрÿ иртрĕ. Арçынсенчен шахматла выляма юратакансен клубне çÿрекен Анатолий Степанов пĕрремĕш вырăншăн тăрăшрĕ. Çавăнпах çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Етĕрне районĕнчи Евгений Гусев иккĕмĕш вырăншăн тупăшрĕ. Виççĕмĕш вырăна Ехремкассинчи Сергей Сорокин йышăнчĕ.
Хĕрарăмсем те шахматла выляссипе маттур. Кунта пĕрремĕш вырăна Муркаш районĕнчи Валентина Петрова мала тухрĕ. Элĕкри шахматла выляма юратакансен клубне çÿрекен Валентина Дмитриева иккĕмĕш пулчĕ пулсан, Ехремкасси ял тăрăхĕнчи Светлана Осипова виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.
Аслисен командисем хушшинчи «е2-е4» шахматла выляма юратакансен Клубĕ çĕнтерчĕ. Ехремкасси ял тăрăхĕ иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Виççĕмĕш вырăнта Муркаш районĕнчи Тивĕш салин представителĕсем пулчĕç.
Турнир çĕнтерÿçисене тата призерĕсене Хисеп хучĕпе, медальпе, кубокпа тата парнепе чысларĕç.