АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урокра - аннесем çинчен

24 ноября 2017 г.

Урокра - аннесем çинчен

 Учитель урокра ачасене вĕренÿ темине ăнлантарнипе кăна нихăçан та çырлахмасть. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вĕренекенсен чунне вăратасси, вĕсене ырă енне туртăнма вĕрентесси. Тĕслĕхрен, эпир акăлчан чĕлхи урокĕнче 2-мĕш класс ачисемпе Аннесен кунĕ çинчен калаçрăмăр. Вĕренекенсем амăшĕсем пирки акăлчанла каласа пачĕç, вĕсен ырă енĕсене палăртрĕç, кил-çурт таврашĕнче ăна пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕç.

Урок вĕçĕнче эпĕ ачасене аннесен юратăвĕ, вĕсен пулăшăвĕ пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрăм, анне çинчен çырнă притчăпа паллаштартăм.

«Пĕррехинче ачасем амăшĕ патне чупса пынă. Вĕсем вăл хăш ачине ытларах юратнине пĕлесшĕн пулнă. Амăшĕ вĕсене çуртапа тĕслĕх илсе кăтартать: «Ку - манăн çурта. Унăн çулăм ăшши - манăн юратăвăм». Вăл çурта çутса пĕрремĕш пепкине мĕнле ăшшăн юратнине çурта çулăмĕпе танлаштарса кăтартать. Хыççăн тепĕр ачишĕн çурта çутать. Малтанхи пекех ялкăшса çунать вăл. Амăшĕ çавăн пек кашни ачишĕн çурта çутнă. Вĕсен çулăмĕ нимĕн чухлĕ те улшăнман.

Ачисем амăшĕ вĕсене пурне те пĕр пек чунтан-чĕререн, ăшшăн юратнине ăнланнă».

Марина ПРОКОПЬЕВА, Вутлан шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика