24 ноября 2017 г.
Çын хăй хăватне ĕçре тупать теççĕ. Çакна шăпах ĕçпе тыл ветеранĕн - Клавдия Николаевна Николаевăн пурнăçĕ çирĕплетет. Вăл Эренар ялĕнче кун çути курнă.
Шăпи ăна пуçран ачашламан. Çемьере чи асли пулса юлнă май йывăрлăхĕ самаях тиеннĕ: куç курман амăшне те, йăмăкĕпе шăллĕне - Зойăпа Петьăна та пăхма тивнĕ. Ашшĕн тĕрекне туяйман ачасем. Аслă ывăлне - Павăла - хăйпе пĕрле илсе тепĕр хĕрарăмпа Çĕпĕре тухса кайнă вăл. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан иккĕшĕ те, Павăлпа ашшĕ, фронта ăсаннă, каялла таврăнайман.
Татăк çăкăршăн ыйткаласа çÿренине, çын патĕнче ĕçленине паян та лайăх астăвать Клавдия Николаевна. Хаяр вăрçă пынă вăхăтра хиртен кĕмесĕрех тырă вырнă, авăн çапнă, вăрман каснă, торф кăларма та, окоп чавма та тивнĕ унăн.
- Çĕрĕпе тырă пĕччен выраттăм та, ирхине кĕлтесене типме салатса хураттăм. Уя тухнă çынсем манран тĕлĕнетчĕç вара, - çапла аса илет вăл иртнисене куç умне кăларса.
Шăллĕпе иккĕшĕ колхоз лашисене пăхнă, ял çыннисемпе пĕрле бригада ĕçне те хутшăннă. Лашасене вăл вăхăтра уйрах çĕр каçармалла пулнă тата.
Вăрçă хыççăнхи çулсем те йĕрсĕр иртмен. Пурнăç телейне яланах ĕçре шыранă. Ялти хĕрсемпе вербовкăпа кайнă, Чулхула, Кострома хулисенче стройкăра вăй хунă. Унта та чăваш хĕрĕ нормăсене чи малтан тултарса пынă, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Бригадиртан тав сăмахĕсем çеç илтнĕ. Юлташ хĕр ачинчен çĕвĕ машинипе çĕлеме вĕреннĕ. Ку ĕç вара уншăн чун киленĕçĕ пулса тăнă. Çĕвĕ машини туянсан вара кама кăна çĕлесе парса савăнтарман-ши?
Шăллĕ çара кайсан амăшĕ патне тăван яла таврăннă Клавдия. Вара мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тăван колхоз хуçалăхĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хунă. Ĕçре палăрнăшăн медальсем, темиçе хутчен те хаклă йышши парнесем, Тав хучĕсем парса чысланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та алăран ĕç пăрахман: колхоз уй-хирĕнче тăрăшнă, каçсерен çĕвĕ çĕленĕ, хăй ÿкерсе тĕрĕ тĕрленĕ, алсиш-нуски çыхнă, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă. Илемлĕ тĕрĕсем тĕрлесе, çыпăçуллă кĕпе-тумтир çĕлесе ял çыннисене те, пире те, шăллĕн хĕрĕсене, мĕн чухлĕ савăнăç кÿмен-ши?
Çынна савăнăç кÿрекенĕн чун-чĕри пуян та илемлĕ, кăмăлĕ уçă, шухăшĕ ырă. Кун пек çын юрă-кĕвĕпе те туслă. Пирĕн мăнакшăн та тăван юрă-кĕвĕ чуна хавхалантаракан асамлă вăй пулса тăнă. Çакна çамрăк чухне çырнă юрă тетрачĕ пурри те, хăй вăхăтĕнче туяннă чăвашла юрă пуххисен кĕнекисем те палăртаççĕ. Эпир ачарах чухне алă ĕçне юрласа тăватчĕ. Унпа пĕрле тĕррине тĕрлеттĕмĕр, юррине юрлаттăмăр. Каннă вăхăтра ташă кĕввисене каласа мĕн чухлĕ ташлаттарман-ши тата; Юмах-халапне юптарма та ÿркенместчĕ вăл. Ача чухнехи каçсем унпа пĕрле ытла та хаваслă иртетчĕç. Паянхи кун Клавдия Николаевна Юманлăхра - шăллĕн хĕрĕ Надя патĕнче - пурăнать.
- Мана кунта лайăх пăхаççĕ. Манăн пурăнас та пурăнас килет. Пурнăçăм ĕçпе иртрĕ, телейĕме те ĕçрех тупрăм, - тет вăл хавасланса. Паян та вăй çитнĕ таран хуçалăхра пулăшма тăрăшать. Петя шăллĕн 5 хĕрĕ, вĕсен мăшăрĕсем, ачисем уншăн пурнăç савăнăçĕ, телейĕ, илемĕ пулса тăраççĕ. Мăнак пирĕншĕн ырă тĕслĕх шутланать.
Вера НЕСТЕРОВА.