28 ноября 2017 г.
Çĕр-çĕр професси хушшинче хăвна килĕшекеннине шыраса тупма çăмăлах мар. Анчах ку кăткăс ыйтуран пăрăнса иртме те çук. Çавăнпа та ĕнтĕ шкул ачисем хушшинче çулсеренех професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе республикăра «Эсĕ професси суйлатăн» акци иртет. Кунта Элĕк район хаçачĕн сотрудникĕсем те хаваспах хутшăнаççĕ. Ытти çулсенче шкул ачисем класăн-класăн килсе хаçат хатĕрлес ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллашатчĕç пулсан кăçал та ку йăларан пăрăнмарĕç. Иртнĕ эрнекун Элĕк, Мăн Ямаш тата Юнтапа шкулĕн пултаруллă вĕренекенĕсем «Çамрăк корреспондентсен мастерскойĕнче» ятпа иртекен вĕренĕве пухăнчĕç. Кунта юнкорсем те, малашне çырма кăмăл пуррисем те пулчĕç. Журналист профессийĕн уйрăмлăхĕсене, материал хатĕрленĕ чухне мĕн-мĕн тумаллине палăртрĕç. Калаçăва ыйту-хурав мелĕпе ирттерни те пĕр-пĕрне ăнланма пулăшрĕ. Элĕк районĕнчен хăйсен пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарнă çынсем чылай тухнă. Шăпах вĕсем çамрăк ăрушăн тĕслĕх пулса тăраççĕ те. Хальхинче ачасен хамăр ентешпе – Чăваш наци телерадиокомпанин аслă редакторĕнче тимлекен Алина Герасимовăпа паллашма тÿр килчĕ. Сăмах май, Алина Васильевна хăй вăхăтĕнче «Тантăш» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Ĕçтешĕмĕр ачасене интервью жанрĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Интервью параканăн та, илекенĕн те мĕн шута илмелле? Çакна вара ачасем хăйсем çинче тĕрĕслесе пăхрĕç. Мероприятие пухăннисем пĕрин хыççăн тепри радио валли интервью пачĕç.
Элĕк тăрăхĕ журналистсенчен пуян пулнине Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне çитсен тепĕр хутчен çирĕплетрĕмĕр. Кунта Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Семен Игнатьев фотожурналистăн паллăрах ĕçĕсенчен йĕркеленĕ куравпа паллашма май пулчĕ. Музей ĕçченĕ Алена Судман каласа панине итленĕçемĕн ачасем кашни сăн ÿкерчĕкпе тĕплĕн паллашма тăрăшрĕç. Халĕ музейра вырнаçтарнă сăн ÿкерчĕксем хăй вăхăтĕнче республикăра тухса тăракан хаçат-журналта пичетленнĕ. Алăра фотоаппарат тытма юратакансене уйрăмах интереслентерчĕ çак курав.
Кун йĕрки тăрăх ачасем редакцие пухăнса паянхи занятие пĕтĕмлетрĕç. Надежда Иванова дизайнер хаçата мĕнле калăпламаллине кăтартрĕ. Хăюллăраххисем компьютер умне ларса материалсене хаçат страницисене вырнаçтарса та пăхрĕç. Хаçатăн электрон варианчĕ куç умĕнчех йĕркеленни ачасене кăсăклантарса ячĕ.
Хальхи мероприятие килнĕ вĕренекенсем малашне хăйсен пурнăçне журналистикăпа çыхăнтарĕç-ши? Кăна вăхăт кăна татса пама пултарать. Паян вара вĕсем журналист профессийĕ çинчен хăйсен пĕлĕвне кăшт та пулин анлăлатма пултарчĕç пулĕ. Малашне хаçата çырса тăма сăмах пачĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче палăрнă хастар юнкорсене саламлама та кăмăллă пулчĕ. Юнтапа шкулĕнчи Виктория Степанова тата Мăн Ямашри Анна Стрелкова редакцирен Хисеп хутне тата пĕчĕк парнене тивĕçрĕç. Хамăр енчен вара çак маттур хĕрачасем тантăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрасса шанатпăр. Район хаçачĕ çамрăк корреспондентсемпе çыхăну тытма яланах хатĕр.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.