28 ноября 2017 г.
Пысăк пĕлÿ шайĕллĕ вĕренекенсем хатĕрлес тесен паян педагогăн та вĕрентÿ тытăмĕнчи мĕнпур çĕнĕлĕхе кая юлмасăр алла илмелле. Вĕсемпе вара кулленхи ĕçре туллин усă курни пĕлтерĕшлĕ. Çакна тĕпе хурса иртнĕ кунсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классен вĕрентекенĕсене валли стажировка йĕркеленĕ. Унта ачасен пултарулăхне çемьере тата шкулта аталантарас ыйтăва пăхса тухнă, технологи, таврари тĕнче, математика предмечĕсемпе, литература вулавĕпе, чăваш тата вырăс чĕлхисемпе уçă уроксем иртнĕ.
Асăннă мероприятире 1-мĕш «б», 1-мĕш «в», 2-мĕш «б» классен вĕрентекенĕсем Фаина Тихонова, Олеся Витальевна, Оксана Иванова математика урокĕсене çĕнĕ вĕренÿ технологийĕсене усă курса пысăк шайра йĕркеленĕ. Надежда Лебезовăпа унăн вĕренекенĕсем вара «Куршакри пăтă» юмаха тĕпе хурса сăмах илемлĕхне, пĕлтерĕшне уçса панă. Валентина Петрова литература вулавĕн урокĕнче илемлĕ литературăри текста анализ тумалли çĕнĕ мелпе паллаштарнă.
Çитĕнсе пыракан ăрăва çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнма вĕрентесси пĕчĕкренех пуçланмалла. Ку ĕçре вара çемьепе пĕрлех вĕренÿ учрежденийĕсен те тÿпи пысăк. Галина Ильина, Оксана Борисова, Надежда Иванова, Ольга Григорьева, Анна Бурмистрова вĕрентекенсем шкул ачисемпе пĕрле этемĕн çут çанталăк умĕнчи яваплăхĕ çинчен калаçнă.
Алена Ефимовăпа Эльвира Казыкина вырăс чĕлхине интерактивлă мелпе те ăнăçлă вĕрентме май пуррине кăтартса панă. Кун пек мелпе усă курса шкул ачисемпе тĕрлĕ ĕçсене сăмах вĕççĕн каласа пурнăçланă, командăсем çине пайланса викторинăсем ирттернĕ, ачасен пĕлÿ шайне палăртакан тĕрĕслев ĕçĕсем пурнăçланă.
Валентина Афанасьева вара тăван чĕлхене кĕçĕн класранах вĕренни ачана мĕн пĕчĕкренех мăн аслашшĕ-асламăшĕсен пурнăçне, йăли-йĕркине, ĕç-хĕлне тĕпчесе пĕлме пулăшнипе пĕрлех малашлăха та çул хывма май панине вĕренекенĕсемпе ĕнентерсе пачĕç. Ыт ахальтен мар ĕнтĕ чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлев: «Икĕ чĕлхе - икĕ ăс, виçĕ чĕлхе - виçĕ ăс», - тесе палăртнă.
Наталья Матьянова тата Полина Осипова вĕрентекенсем технологи урокĕсенче чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă.
Чылай çул Элĕкри вăтам шкулта ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшакан Любовь Андреева урокра тата урок тулашĕнче вĕренĕве мĕнле йĕркелени уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса уçă урок ирттернĕ. «Уçă уроксен фейерверкне» хутшăннă мĕнпур педагогăн урокĕ хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăнă. Асăннă мероприятие хутшăннă кашни вĕрентекенĕнех ĕçтешĕсенчен чылай çĕннине вĕренме май килнине палăртмалла.
Урок тухăçлăхне ÿстерес тĕлĕшпе кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем малашне ушкăнпа ĕçлеме хăнăхтаракан, вулав тата çыру урлă тишкерÿллĕ шухăшлава аталантаракан, тĕрĕс вулава аталантарма пулăшакан технологисемпе ĕçлеме палăртаççĕ.
Н.СМИРНОВА.