28 ноября 2017 г.
Районти потребительсен обществи çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан чи пысăк предприяти шутланать. Паян вăл конкуренцие пăхмасăр суту-илÿ тата пулăшусен рынокĕнче хăйĕн тĕп вырăнне çухатмасть, ял çыннисене тĕрлĕ таварпа тивĕçтерет. Ку чухне Элĕкри потребительсен кооперацийĕ малалла талпăннине, район экономикин çирĕплĕхне сахал мар тÿпе хывнине куллен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç туни те палăртать.
Çакна иртнĕ кĕçнерникун райпо Элĕк салинче черетлĕ обществăлла апатлану предприятине уçни те тÿрремĕнех çирĕп- летет. Тĕрĕссипе, «Магнолия» кафе çуртĕнче 2015 çулта çу кунĕсенчех пысăк юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Кун хыççăн палăрмаллах улшăнчĕ унăн сăн-сăпачĕ. Потребительсен обществи çурта хăтлăх кĕртнипе пĕрлех ун таврари территорие илем кĕртесси çине те сахал мар тимлĕх уйăрчĕ. Çу кунĕсенче кунта тĕрлĕ чечек ешерет, туя тĕммисем те тавралăха чĕрĕлĕх кĕртеççĕ, иртен-çÿрен кăмăлне çĕклеççĕ. Хитрелĕхпе тыткăнланăранах ĕнтĕ кунта туй, юбилей тата ытти савăнăçлă мероприятисене ирттерме кăмăллаççĕ те район çыннисем. Пĕр харăсах 250 çын вырнаçма пултарнине те палăртса хăвармалла.
Апатлану предприятине савăнăçлă лару-тăрура уçма халăх самаях пухăнчĕ.
- «Магнолия» кафе район центрĕнче пурăнакансемшĕн тата аякран килсе каякансемшĕн чи юратнă апатлану вырăнĕ пулса тăрасса шанатпăр. Кунта тутлă та техĕмлĕ вĕри апат тутанма май пуррипе пĕрлех тантăш-пĕлĕшпе калаçса ларма та меллĕ. Хăтлăх тĕлĕшĕнчен те пĕтĕм услови пур. Тăхăр çынран тăракан коллектив килен-каян кăмăлне тивĕçтерекен тутлă апат хатĕрлесси пирки иккĕленмелли çук. Ку тĕлĕшпе чăн-чăн профессионалсем вĕсем, - хĕрлĕ хăйăва каснă май палăртрĕ Элĕк райповĕн правлени председателĕ Алина Архипова.
Пуçласа кафене килекенсем асăннă кун районти потребительсен обществин апатлану предприятийĕнче нумай пулмасть пĕçерме пуçланă çĕнĕ «Американо» печение тата кекс маффинăна тутанса пăхма пултарчĕç. Çавăн пекех вырăнти апат-çимĕç ăстисем хатĕрленĕ ытти тĕрлĕ çимĕçе астиврĕç.
- Кунта килекенсене валли тутлă та, çав вăхăтрах сывлăхшăн усăллă апат-çимĕç хатĕрлеме çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă. Аш-какая, пулла тата ытти çимĕçе пăспа пĕçерессине тĕпе хуратпăр, ку тĕллевпе пароконвектоматпа усă куратпăр, - палăртать кунти ĕç-хĕле йĕркелесе пыракан Мария Аполонова аслă повар.
Кафе уçнă çĕре район çыннисемпе пĕрлех хăнасем те хутшăнчĕç. Районти потребительсен обществи мастер-класс ирттерме Раççейри тĕрлĕ хуласенче ăсталăхне ÿстернĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлекен Анна Степанова шеф-повара та чĕннĕ. Çамрăк Элĕксене ал айĕнчи апат-çимĕçе усă курса чи ансат та тутлă, çав вăхăтрах сывлăхшăн усăллă тĕрлĕ апат, кукăль-çăмах хатĕрлеме вĕрентрĕ.
Асăннă мероприятие хутшăнакансем райпо тытăмĕнче тăрăшакансене малашне те çынсен ырлăх-пурлăхĕшĕн ĕçлессине тĕпе хума сĕнсе ăнăçу сунчĕç.
Эльвира КУЗЬМИНА