01 декабря 2017 г.
- Юрату пурри, мăшăра хисеплени, ăна ăнланса пулăшни кирек епле çемьен те тĕп шăнăрĕ темелле. Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне шанни, вĕсем хушшинче килĕшÿ хуçаланни, йывăр вăхăтра тĕрев пулни çаксем кирек епле самантра та çунат хушаççĕ, - палăртать А. Сорокин. Çемьене çирĕп тытса тăма вара Алексейпа Татьяна мăшăрăн шăп та шай çак ырă пахалăхсем пур та. Çемье тилхепине çичĕ çул çеç тытса пыраççĕ вĕсем, апла пулин те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх çамрăк мăшăр.
32-ри Алексей Григорьевич Вутланти вăтам пĕлÿ паракан тĕп шкулта ачасене спортпа туслашма пулăшать тата ОБЖ предметне ертсе пырать. Татьяна мăшăрĕ вара çемье вучаххине хĕмлентерессишĕн яваплă. Ун çине ытларах çулталăк çурăри Ильяна пăхасси тиенет. Пĕрремĕш класа çÿрекен Ксенийăпа ача садĕнче ăс-хакăлне ÿстерекен Миланăпа вара ашшĕ те, амăшĕ те пĕр пекех ĕçлеççĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех кил хуçи арăмĕпе ĕç пайлас йăла çуккине палăртать.
- Пушă вăхăта ытларах чухне ачасемпе ирттерме юрататăп. Пĕр-пĕр ĕç тума хăнăхатпăр. Татьяна специальноçпа аслă пĕлÿллĕ юрист пулсан, çав вăхăтрах хăй тĕллĕн вĕреннĕ çĕвĕç те. Тĕрлĕ япала çĕлеме ăста. Хĕр пĕрчисемпе пĕрле пуканесене валли тĕрлĕ япала маçтăрлама ÿркенсе тăмаççĕ, - мăшăрĕн ăсталăхĕ çинчен каласа парать кил хуçи.
Ку чухне Алексей та «ылтăн алăллă» пулнине палăртмалла. Йывăçран тĕрлĕ япала касса ăсталама юратать вăл. Иртнĕ тапхăрта кăна вăл çемйине валли кровать тата саксем маçтăрланă. Ку енĕпе палăртса хунисем татах та пур-ха, чылай чухне вăхăт çитсех пыманни ура хурать.
Алексей Григорьевич шкулта ĕçленĕрен вăхăтăн ытларах пайне çав-çавах вĕренекенсем çине уйăрать. Урокра çеç ĕçленипе ытти предметсем пекех спортра та çитĕнÿсем тума май çуккине палăртать вăл. Вĕрентекенĕн ачан пултарулăхне тупса палăртнипе пĕрлех ăна аталантарса, тивĕçлĕ çул-йĕр суйлама вĕрентмелле тесе шутлать. Ку чухне ачан ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну йĕркелени те чылай ыйтăва татса парас ĕçре пулăшу кÿнине иккĕленмест.
Ара, хăй вăхăтĕнче шăп та шай педагогсем Алексейăн спорт енĕпе пысăк çитĕнÿсем тума май пуррине асăрханă-çке, çывăх çыннисем вара ку пултарулăха аталантармаллине палăртса тăтăшах тренировкăсене çÿремеллине асăрхаттарнине паянхи вĕрентекен хăй те манман. Уншăн вара тем пекех хăпартланать Алексей Сорокин. Ара, çине тăман пулсан Олимп резервĕсене хатĕрлекен шкула та лекеймĕччĕ. Михаил Павлович Кузнецов тренер çинчен хаçат-журналтан анчах пĕлĕччĕ. Шăп та шай ентеш тренер асăрхаса ăна спортри çитĕнÿсене тума пулăшнă та. 2002 çулта Атăлçи тăрăхĕн Первенствинче 1,5 çухрăм чупса 1-мĕш вырăна тухнă. Каярахпа 3 çухрăм чупса спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене пурнăçланă. Çар ретне тăрсан та спортпа туслă пулни çамрăка пулăшса пынă. Çан-çурăм тĕлĕшĕнчен пиçĕ çамрăка Саратов облаçĕнчи ракета çарĕсенче хăвăртах асăрханă, çар чаçĕшĕн волейболла выляма пĕрре мар хутшăннă.
- Паянхи куна аслă пĕлÿсĕр май çуккине тĕпе хурса 2007 çулта Чăваш патшалăх университечĕн истори факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕтĕм. Аякри хуласене стройкăна çÿрерĕм. Тÿрех палăртам, килтен аякра, çемьерен инçетре нимĕн ырри те çук. Çывăх çынсемпех юнашар пулас килет. Çавăнпа тăван ялах таврăнтăмăр, - калаçăва вĕçленĕ май палăртать нумай ачаллă ашшĕ.
И.ЭЛИНА.