АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат вуламан çын чунĕпе чухăн

01 декабря 2017 г.

Юлашки çулсенче çынсем ытла та сÿрĕкленчĕç, вĕсем нимĕнпе те кăсăкланмаççĕ. Хăшĕ-пĕри юлашки хут хаçата хăçан алла тытнине те астумасть, пичет кăларăмĕсене те çырăнмасть. Çапла вара, çултан çул чунсем чухăнланса пыраççĕ.

Калăпăр, ялти хыпарсене эпир магазина кайсан та, урама тухсан та пĕлме пултаратпăр. Çынсем пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, вăл е ку ыйтăва пĕрле сÿтсе яваççĕ. Урăхла пулма та пултараймасть. Енчен те пĕр-пĕринпе хутшăнма, калаçма пăрахсан тунсăхланипе чирлесе кайма та пултарать. Хăшĕ-пĕри, ун пеккисем вара чылаййăн, тăван район пурнăçĕпе вуçех те кăсăкланмасть. Район хыпарĕсене пĕлес тесе те шутламасть. «Пурнăç çулĕпе» хаçат район тата республика пурнăçне пур енлĕ çутатса пама тăрăшать. Унта ĕçлекен журналистсем район администрацийĕн ĕç-хĕлне те туллин кăтартаççĕ, ял хуçалăхĕнчи ÿсĕмсемпе паллаштараççĕ, çитменлĕхсене те тишкерççĕ, çивĕч ыйтусене те хускатаççĕ. Ку кăна-и, вĕренÿ учрежденийĕсем пирки те çыраççĕ калем ăстисем. Чылай çул истори вĕрентекенĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та район хаçатне вуласа шкул ачисен çитĕнĕвĕсемпе чунтанах паллашатăп. Çавăн пекех усăллă канашсемпе сĕнÿсем те пур хаçатра. Вĕсем те мана питĕ килĕшеççĕ.

Эпĕ çамрăкранпах «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăнса илетĕп. Унăн кашни номерне хаклă çын, тус-юлташ пек кĕтетĕп.

Виталий МАКСИМОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика