05 декабря 2017 г.
Професси суйласси çын пурнăçĕнче чи пысăк вырăн йышăнать. Чуна килĕшекен професси суйласан ĕçлеме те, пурăнма та кăмăллă. Иртнĕ эрнере Вутлан шкулĕнче тĕрлĕ профессисемпе паллашрĕç, экскурсисем, тĕлпулусем иртрĕç.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсем вара повар ĕçĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Повар чи ĕлĕкхи, чи кирлĕ професси шутланать. Никам та апат çимесĕр пурăнаймасть. Ачасем шкулти поварпа Алина Александровăпа тĕл пулчĕç. Тĕлпулура вăл ачасене хăй юратнă ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. «Повар-кондитер - чи кирлĕ, çав шутрах питĕ яваплă, хальхи вăхăтра питĕ анлă сарăлнă професси. Манăн ĕç - ачасене, çынсене савăнăç кÿресси. Ачасем, эсир те мĕн те пулин пĕçерсе пăхăр-ха, сире те питĕ килĕшĕ, ÿссен, тен, шеф-повар та пулăр», - терĕ вăл. Алина Витальевна тĕрлĕ ансат рецептсемпе паллаштарчĕ. Повар ĕçĕнче чăн-чăн ăсталăх кирлине ачасем ăнланчĕç.
Алина Витальевна тĕлĕнмелле ĕçчен, кăмăллă, тараватлă, хăй ĕçне чунтан юратакан çын. Ачасене шкул столовăйĕнче яланах ăшшăн кĕтсе илет. Унпа эпир тивĕçлипех мухтанатпăр. Унăн аллинче ĕç вĕрет. Мĕн пĕçерет, пурте тутлă та техĕмлĕ пулать. Аякран килнĕ хăнасем те яланах ырласа хăвараççĕ.
Татьяна ПАНТЕЛЕЙМОНОВА, вĕрентекен.