15 декабря 2017 г.
Конституци кунĕ - Раççери пĕлтерĕшлĕ патшалăх уявĕсенчен пĕри. Çак кун çĕршывра пур çĕрте те пирĕн тĕп саккуна палăртса тĕрлĕ мероприяти иртет. Çавăн пекех Конституци Кунĕнче 14 çул тултарнă арçын ачасемпе хĕрачасене Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тĕп документне - паспортне - парасси те йăлана кĕчĕ ĕнтĕ.
Кăçал декабрĕн 12-мĕшĕ Элĕк салинче пурăнакан Эдуард Масловшăн Конституци кунĕ икĕ хут уяв пулса тăчĕ. Арçын ачана «Вурнарский» районсем хушшинчи полици пайĕн миграции службин начальникĕ Александр Васильев тата районти полици пайĕн начальникĕ Андрей Константинов пĕрремĕш паспорта пачĕç. Асăннă документ пĕлтерĕшне ăнлантарса унпа типтерлĕ усă курма сĕнчĕç, пурнăçра ăнăçу сунчĕç. «Паспорт илесси - кашнин пурнăçĕнчех пĕлтерĕшлĕ те пăлхануллă самант. Асăннă документ ÿссе çитнине палăртнипе пĕрлех яваплăх пысăкланнине те, малашне хам тунă кирек епле утăмшăн та саккун умĕнче сăмах тытма тивнине те çирĕп- летет. Çак самантра çавăн пекех Раççейĕн гражданинĕ пулнине туйса илтĕм», - палăртрĕ Э.Маслов.
И.ЭЛИНА.