АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрĕслевсем пахалăхлăрах пулĕç

19 декабря 2017 г.

«Элĕкри тĕп больницăрах чĕрене, пуçа ультрасасă мелĕпе тĕрĕслесессĕн тем пекехчĕ. Шупашкара кайса çÿреме пирĕн пек ватăсене питех те чăрмавлă-çке. Хăçан та пулсан пулĕ-ши кун пекки?», - пĕрре мар илтнĕ аслă ăрури çынсем пăшăрханса калаçнине. Ку тĕлĕшпе ватăсен анчах мар, ыттисен те тинех ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ темелле.

Район больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров пĕлтернĕ тăрăх, ноябрь-декабрь уйăхĕсенче Элĕкри сиплев учрежденийĕ çынсен сывлăх шайне палăртакан çĕнĕ аппаратурăсемпе пуянланнă.

- Ультрасасă тĕрĕслевне пысăк шайра пурнăçлама, тĕрлĕ чире пуçламăш тапхăртах тупса палăртма паянхи йышши çĕнĕ оборудовани кирли çинчен Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствине хам Элĕкре ĕçлеме пуçласанах пĕлтернĕччĕ. Ун чухне çулталăк вĕçлениччен унпа тивĕçтерме шантарнăччĕ те, - палăртать Валерий Геннадьевич.

Министерство хăйĕн сăмахне тытнă темелле. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче апат пырне, вар-хырăм, вуникĕ пумăклă пыр- шăна тĕрĕслеме май паракан гастроэндоскоп илсе килнĕ.

- Унччен маларах Раççейре туса кăларнă аппаратурăпа ĕçленĕ пулсан, 2002 çултан Японире хатĕрленĕ çĕнĕ оборудовани кÿрсе килсе вырнаçтарнăччĕ. 10 çул ытла ĕнтĕ унпа усă куртăмăр. Халĕ илсе килнине те Японире туса кăларнă. Унчченхипе танлаштарсан вар-хырăма тĕрĕслекен аппарат самай вăйлăрах темелле, - калаçăва хутшăнать 17 çул эндоскопистра тăрăшакан Ю.Алексеев врач. Юрий Николаевич палăртнă тăрăх, вар-хырăмлăх органĕсене тĕрĕслеме çулсеренех вăтамран 650 çынна яхăн килет. Шăп та шай çакăн пек тĕрĕслевсенче кашни çулах 3-4 çыннăнне пуçламăш тапхăртах вар-хырăм органĕсемпе çыхăннă усал шыçă чирĕсене тупса палăртаççĕ те.

Нумай çул акушер-гинекологра тăрăшакан Елена Трифоновăпа ультрасасă тăвакан Алина Федорова врач та УЗИ валли çĕнĕ оборудовани килнипе хăйсен савăнăçне пытараймаççĕ.

- Ку таранччен усă курнă аппаратурăна 2006 çултах вырнаçтарнăччĕ. Кирек епле техникăнни пекех медицина оборудованийĕн те вăхăт иртнĕçемĕн ÿкерчĕк пахалăхĕ чакать. Кун пек чухне хăш-пĕр органсен ĕçĕ нормăран тухнине тивĕçлипе палăртма та çук. Çакна пулах хальхи йышши вăйлă оборудовани кирли çинчен пĕрре мар сăмах хускатнăччĕ, - пĕлтерет Елена Прохоровна. Халĕ вара 4 миллион ытла тенкĕпе кÿрсе килнĕ ультрасасă тумалли çĕнĕ аппарат организмри пĕчĕк кăлтăксене те çийĕнчех асăрхама май парать. Çĕнĕ оборудовани Элĕкри тĕп больницăрах чĕре, пуç, юн тымарĕсене, вĕсенче юн мĕнле çÿренине ультрасасă ирттерсе палăртма май парать.

- Унччен асăннă органсене тĕрĕслеме район çыннисене Шупашкарти сиплев учрежденийĕсене янă пулсан, малашне кунтах тĕрĕслевсем ирттерме палăртатпăр. Çакă диагноз тĕрĕс лартасси çине те пысăк витĕм кÿрет. Мĕншĕн тесен пациента сиплекен тухтăр хăй те ультрасасă тĕрĕслевне хутшăнса лару-тăрăва тĕплĕн тишкерсе тĕрĕс сиплев палăртма пултарать. Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн Шупашкарта ку тĕлĕшпе ятарлă вĕренÿ витĕр тухатăп, - калаçăва хутшăнать кăçал çулталăк пуçламăшĕнче Элĕкри тĕп больницăра ĕçлеме пуçланă Алина Анатольевна.

Районти тĕп акушер-гинеколог Елена Трифонова пĕлтернĕ тăрăх, больницăна ультрасасă енĕпе çĕнĕ оборудовани килсен киввине те пăрахăçламан. Хĕрарăмсен консультацине панă. Унпа малашне те усă курма палăртаççĕ вĕсем. Асăннă аппаратпа амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене, кăкăр ачисене тĕрĕслеççĕ.

Ку чухне вара район больницин тĕп врачĕн В.Егоров шухăшĕпе ниепле те килĕшмесĕр май çук. Ял çыннин те хуларинчен кая мар пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе усă курмалла. Çакна валли вара сиплев учрежденийĕсенче мĕнпур услови тумалла. Ку енĕпе çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнипех ĕç-пуç вĕçленмест-ха, çитес тапхăрта больница поликлиникин тата стационарĕн коридорĕсенче юсав ĕçĕсене ирттерме палăртаççĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.    

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика