АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă çын - мамак

22 декабря 2017 г.

Кашни ачан юратнă та хаклă мамак пур. Мамак.... Ытти ачасенни пекех манăн та мамак пур. Ăна Ольга Лазеревна Лазерева тесе чĕнеççĕ. Ялти çынсем Ульки, эпир, мăнукĕсем, мамак тетпĕр. Вăл Якунекасси ялĕнче çуралнă. Халĕ вăл 88 çулта. Сакăр ачана кун çути парнеленĕ, шел, вĕсенчен тăваттăшĕ çĕре кĕнĕ.

Асли, Илья, колхоз председателĕ пулса 24 çул хушши «Звезда» колхоза ертсе пынă. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă çын пулнă. Колхозниксем те ăна юратнă. Тепĕр ывăлĕ, Петр, Элĕк районĕнчи милици пайĕн начальникĕнче 15 çул ĕçленĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура пулсан та «Хĕлхем» спорт шкулĕнче тимлет. Геннадий чылай çул хушши пир-авăр комбинатĕнче вăй хунă, халĕ «Уяв» ансамбльте юрлать. Çав вăхăтра тĕрлĕ ал ĕçĕ тăвать: тĕрлет, çыхать. Ĕçĕсене тĕрлĕ куравсене тăратать. Пушă вăхăт тупăнсан амăшĕ патне килсе курма вăхăт тупать. Хĕрĕ, Роза, Асаматра пурăнать. Элĕкри улма-çырла комбинатĕнче вăй хурать. Володя «Звезда» хуçалăхра тимленĕ, тракторист, шофер пулнă. Халĕ килте йышлă выльăх-чĕрлĕх тытать. Эпир, мăнукĕсем, яланах мамакпа юнашар пулма тăрăшатпăр. Вăл пире кирлĕ канашсем парать, йывăр самантра пулăшать. Ман çине пĕчĕк чухне те, халĕ те савăнса пăхать. Ÿссен пирĕнтен лайăх çын пуласса шанать.

Юратнă мамак пекех çепĕç, вашават, сăпайлă, пысăк чунлă, çынна ăнланакан, хÿхĕм, ĕçчен, тÿрĕ кăмăллă çын пулас килет. Ман шутпа, мамак пурри - пирĕншĕн телей. Вăл кил ăшшине тытса тăрать.

Виктория СТЕПАНОВА,

Юнтапа шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика