АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьесем спортра та маттур

26 декабря 2017 г.

Пирĕн районта çирĕп те туслă çемьесем пурăнаççĕ, вĕсенче усрав ачасем те тивĕçлĕ воспитани илеççĕ. Районта 67 çемьере 115 усрав ача пурăнать. Вĕсен кашнин хăйĕн шăпи, кашни çемьен хăйĕн историйĕ. Усрав ачасене тимлĕх уйăрас, ырă хутшăнусене сыхласа хăварас тĕллевпе Юнтапа ял тăрăхĕнче спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ Ирина Ильина, вĕренÿ пайĕн специалисчĕ Арина Вонифатьева кирек епле самантра та пĕрле пулма чĕнсе каларĕç. Çемьесем çăмăл атлетикăра, баскетболта тата ытти ăмăртусенче тупăшрĕç. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе, Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика