26 декабря 2017 г.
Кĕнеке этемлĕхĕн чи пысăк пуянлăхĕ шутланать. Мĕн ĕмĕртен чăваш халăхĕ вулама тата çырăва вĕренме туртăннă. Çынсем хăйсен пĕлĕвне аталантарассине кĕнеке витĕр курнă. Паянхи кун та пурнăçăн ку йĕрки пирĕн пурнăçра çухалман-ха. Кĕнеке пурпĕрех халăхăн ăс-тăн тĕнчипе культурине аталантаракан чи шанчăклă никĕсĕ шутланса тăрать. Кĕнекене юратма вĕренес пулать, мĕншĕн тесен вулама ÿркенмен çын кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен чухăн. Этем пурнăçĕ çутта тухасси чи малтан кĕнекене хисеплеме пĕлнинчен килнĕ. Паянхи кун та кĕнеке пысăк вырăн йышăнать.
Павлушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ, тĕрлĕ яваплă должноçсенче тăрăшнă, ШĔМ ветеранĕ тата хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, район хаçачĕн обществăлла корреспонденчĕ Геннадий Михайлов мĕн ачаран кĕнекепе туслă. Çак кунсенче вăл районти литературăпа таврапĕлÿ музейĕнче «Кĕнеке - манăн юлташ» ятпа курав уçрĕ. «Хальхи çамрăксем кĕнеке вуласшăн марри питĕ пысăк йăнăш. Çакна асра тытмалла: вуламасăр ăс-тăн та, калаçу чĕлхи те аталанаймасть. Çамрăксем кунĕн-çĕрĕн компьютер умĕнче ларни Раççейшĕн кăна мар, пĕтĕм тĕнчешĕн хăрушă чир пулса кайрĕ. Халĕ тĕрлĕ информацие таçтан та илме пулать. Çапах та алла кĕнеке тытмасан, ăна уçса унăн шăршине туймасан чунра тунсăх пулса каять» - шухăшне палăртать кĕ- неке тусĕ.
Геннадий Михайлович çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп. Çавăн чухлĕ вăй-хал вăл ăçтан тупать-ха; Тăтăшах архивсемпе музейсенче пулать, шырав ĕçĕпе кăсăкланать, тĕпчет, çырать, тĕрлĕ курав ирттерет. Пĕлтĕр кăна вăл районти музейра «Манăçма пуçланă япаласен куравне» йĕркеленĕччĕ. Кăçал акă тепĕр курав йĕркелеме пултарчĕ хастар ентеш. Вăл каланă тăрăх, ăна кĕнеке нихăçан та йăлăхтармасть. Геннадий Михайлович курава тĕрлĕ энциклопедисемпе словарьсенчен йĕркеленĕ. Çавăн пекех календарьсем те тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ. Музей директорĕ Ольга Алексеева пухăннисене ентешĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Куракассинчи Людмила Андреева ертсе пыракан «Тарават» фольклор ушкăнĕ тата Ваттисен шкулне çÿрекенсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Геннадий Михайлов 50 çул каяллах кĕнеке пухма тытăннă. Вĕсенчен чылайăшне вăл сутăн илнĕ. Курава тăратнă чи ватă кĕнекесенчен пĕри «Толковый словарь живого великорусского языка» ятлă. Ăна 1881 çулта пичетлесе кăларнă. «Кĕнеке нихăçан та йăлăхтармасть, ăна вуланăçем вулас килет. Кĕнекене уçатăн та ĕмĕрсен тĕнчине лекетĕн. Темиçе çĕр çул каялла пурăннă çынсен пурнăçне, ĕç-хĕлне пĕлетĕн. Çапла вара кам нумай вулать, çав нумай пĕлет. Куравсене мухтанассишĕн мар, халăха кăтартассишĕн йĕркелетĕп», - пĕлтерет Геннадий Михайлович. Кĕнеке пĕлтерĕшĕ пирки, вăл çыннăн пĕлĕвне ÿс- терме, кăмăл-сипетне пуянлатма пулăшнине вăл яланах асра тытнă.
- «Утса çÿрекен энциклопеди», - тет Г.Михайлов çинчен унăн тусĕ Валериан Николаев. - Хăйĕн çулĕсене пăхмасăр Геннадий Михайлович район историне тĕпчет. Кашни ĕçе тĕплĕ пурнăçлать. Ун сăмахĕнче чăнни те пур-тăр. Пур çĕре те ĕлкĕрет вăл, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх шутланать.
Вера МОРОЗОВА.