29 декабря 2017 г.
Çулталăк вĕçленнĕ çĕре пичет кăларăмĕсен те хăйсен ĕçне пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Ку тĕлĕшпе «Прессăн ылтăн фончĕ» проект вара Раççейри пĕтĕм пичет кăларăмĕсене тишкерсе туллин хак пама пулăшать. Республикăра тухса тăракан хаçат-журнал çулсеренех кунта хутшăнса уйрăмлăх паллине тивĕçет. Кăçал «Пурнăç çулĕпе» район хаçачĕ те çак сумлă проекта хутшăнма кăмăл турĕ. Усăсăр мар. Ĕнер кăна пĕтĕмлетÿсене пĕлтерчĕç. Пирĕн район хаçачĕ экспертсен тĕрĕслевĕ витĕр тухса «Прессăн ылтăн фончĕ - 2018» проектăн II степеньлĕ паллине тивĕçрĕ. Çĕнĕ çултан çак палла хаçат страниципе сайчĕ çине лартма ирĕк пур.
Асăннă проект прессăн пахалăхне ÿстересси çине тимлĕх уйăрать. Экспертсем хаçат дизайне, çĕнĕ мелсемпе усă курнине тишкереççĕ, содержанине те хак параççĕ, сайтпа ĕçленине тата социаллă сетьре вулакансемпе çыхăну тытни çине пăхаççĕ.