29 декабря 2017 г.
Çĕнĕ çул уявне пурте чăтăмсăр кĕтеççĕ. Унăн асамлăхне ачасемпе танах аслисем те ĕненеççĕ. Вĕсем хăйсен ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанаççĕ. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансене, олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисене, спортра çитĕнÿсем тунă хĕрачасемпе арçын ачасене çулсеренех район администрацийĕн пуçлăхĕн Елкине чĕнеççĕ. Кăçал ку хисепе районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи 63 пултаруллă ача тивĕçрĕ. Декабрĕн 26-мĕшĕнче вĕсем «Хĕлхем» спорт шкулĕн залĕнче илемлĕ чăрăш тавра савăнчĕç.
Уява килнисене чи малтанах район администраци- йĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренÿ, социаллă аталану, опекăпа попечительство, çамрăксен политики, культура тата спорт пайĕн начальникĕ Петр Павлов саламларĕ. «Çĕнĕ çул асамлăхпа телей парнелессе пурте шанаççĕ. Çакă вара чи малтан хăвăртан килет. Малашне те çывăх çыннăрсене лайăх паллăсемпе, çитĕнÿсемпе савăнтарасса эпĕ те шанса тăратăп. Çĕнĕ çулта мĕн ĕмĕтленни пурнăçлантăр, савăнăçлă самантсем татах та ытларах пулччăр», - саламларĕ вĕренекенсене Петр Петрович.
Ачасен савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр. Кунта Юр пикесем те, клоунсем те, пиратсем те пур. Капăр тум тăхăннăскерсем вăйă картине тăрса илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Вĕсемпе юмахри сăнарсем те савăнса вылярĕç. Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи артистсен театрализациленĕ представленине курсан юмах тĕнчине лекнĕн туйăнчĕ. Уявра кăçалхи çулăн символĕ Автан та пулчĕ. Хĕрачасемпе арçын ачасем ăна ăсатса ярса 2018 çулăн хуçине - Йытта кĕтсе илчĕç, çитес çул шкулта тăрăшса вĕренме, спортпа туслă пулма шантарчĕç. Хĕл Мучипе Юр пике уява килнĕ кашни ачана пылак кучченеçсем пачĕç.
Вера МОРОЗОВА.