АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçланнă ĕмĕт

29 декабря 2017 г.

Çĕр ĕçĕ... Çăмăл-и вăл, йывăр-и... Çакна пурнăç тăршшĕпе çуралнă вырăнта тухăçлă тырă-пулă ÿстерсе, таса чун-чĕрепе, пĕлсе те тĕрĕс утăмсемпе утса, тивĕçлĕ канăва тухса алла туя тытнă, çулĕсемпе пуян, пурнăç тути-масине тутанса курнă ватăсем кăна калама пултараççĕ.

Кашни çĕр ĕçченĕшĕн мĕнле пархатарлă та пысăк хисеп вăл мĕн авалтан пыракан йăлапа асаттесен çĕрĕ çинче тырă-пулă ÿстерсе, шаннă ĕçĕнче ырă ят-хисепе тивĕçсе, хăй хыççăн курăмлă йĕр хăварса пурăнни.

Ольга Павловна Павлова Улăх-Шĕмшеш ялĕнчи йышлă хресчен çемйинче 1937 çулхи раштавăн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ-амăшĕ тинтерех йĕркеленнĕ, вăй илсе аталанакан хуçалăхра ырми-канми вăй хунă, пилĕк ачине те мĕн пĕчĕкрен ĕçĕ хăнăхтарнă. Улька та аслисемпе тан алла кĕрепле-çурла тытса утă- улăм пуçтарнă, тырă вырнă, алă вĕççĕн çĕр улми кăларнă.

Анăçра вăрçă вучĕ хыпса тухсан ашшĕ - Павел Семенович Семенов икĕ пиччĕшĕпе пĕрле пĕр кунра юнлă вăрçă хирне тухса каять. Пĕчĕк Улька ашшĕне вăрçа ăсатнине амăшĕ каласа панипе çеç астăвать, пилĕк ачине те çупăрласа амăшне итлеме, 10 çулти ывăлне килте арçын вырăнне пулма хушса сывпуллашнă.

Мĕн курнă-ши аслă ывăлне граждан вăрçинче çухатнă асламăшĕн чĕри фашистла Германи чĕртнĕ вăрçа тăватă ывăлне ăсатсан; Сăмах май, тăватă ывăлĕ те вăрçă хирĕнче çĕршывăмăрăн ирĕкĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн паттăрла çапăçса пуç хунă. Ашшĕне вăрçа ăсатнă кунран пĕчĕк Улькана ытти тă-ватă пĕртăванĕпе «атте» сăмаха калама, ашшĕн чĕрçи çине ларса йăпанма пÿрмен.

Вăрçă вăхăтĕнчи йывăр çулсем... Пĕтĕмпех фронта валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿ валли чĕнÿпе пурăнакан ялти тĕрлĕ çулхи хĕрарăмсемпе тан уй-хирти ĕçсене пурнăçланипе пĕрлех ача-пăча та кĕрпе-хĕл кунĕсенче кĕнчеле арланă, чăлха-алсиш çыхса фронта ăсатнă, аслисемпе тан Аслă çĕнтерĕве туптаса çывхартма пулăшнă. 1942 çулта Смоленск облаçĕнче ашшĕ Тă-ван çĕршыва хÿтĕлесе паттăрла пуç хуни çинчен калакан хура хут килнĕ.

Темĕнле йывăр пулсан та амăшĕ, Перасковья Спиридоновна, ачисене вĕрентсе çĕршыва юрăхлă çын тума тăрăшнă. 1952 çулта Улька лайăх паллăсемпе Шĕмшеш шкулĕнче çичĕ класс вĕренсе пĕтерет, хĕр-тусне тăван ялĕнчи колхозра тăрăшакан Антонина агрономран тĕслĕх илсе ĕмĕрти шухăшне - агроном пулма ĕмĕтленнине пĕлтерет.

Анлă тавракурăмлă та маттур хĕр пĕлĕве малалла Етĕрне районĕнчи Советски салинчи шкулта пухать. Аса илме хăрушă, темĕнле йывăр пулсан та кашни кун, ир те каç урана çăпата сырса сакăршар çухрăм шкул çулне такăрлатнă. 1955 çулта 10 класс пĕтерсе алла лайăх паллăсемпе аттестат илме пултарать тăлăх хĕр. Малалла вĕренме хĕрачана йывăр пурнăç вăхăтлăха такăнтарать. Пуçа усман хĕрача, Шупашкарти çурт-йĕр хăпартакан треста ĕçе кÿлĕнсе общежитие вырнаçать. Пултаруллă та вăр-вар Ольга тĕрлĕ рабочи профессине алла илет, вĕçĕмех комсомол комитечĕн членĕ, секретарĕ пулать. Пушă вăхăтра вара çамрăксен тĕрлĕ мероприятине хутшăнать, тус-юлташ тупать. Комсомол путевкипе Шупашкар гидроэлектростанцине хăпартма килнĕ Белоруç çамрăкĕпе Петрпа çывăх туслашать. Шел, икĕ çула яхăн çÿренĕ каччине производство инкекне пула çухатать Ольга.

Аслă пĕлÿ илме ăнтăлса Шупашкарти Ял хуçалăх институчĕн хатĕрленÿ курсне пĕтернĕ хĕр çак çухату хыççăн пуçĕпех пĕлÿ тĕнчине путать.

1971 çулта алла агроном дипломне илнĕ Ольга Павловна направленипе çармăс çĕрĕнчи Новоторьял районĕнчи «Толмань» хуçалăхра ĕçлеме пуçлать. Кĕске вăхăтрах çамрăк специалист тĕрлĕ минерал удобренисемпе ăслăлăх вĕрентнĕ пек усă курса тырă-пулă тухăçне пĕр хут çурă ÿстерет, йĕтĕн ÿстерес вăрттăнлăха алла илет, хуçалăхра хăмла лартас ĕçе пуçарса ярать.

Аякра темĕнле лайăх пулсан та тăван килĕнче пĕччен пурăнакан амăшĕн çулĕсем кайни тата вăл час-часах чирлени Ольга Павловнăна тăван тăрăха таврăнма хистет. Чапаев ячĕллĕ хуçалăхра агрономра ĕçлеме тытăнать, тăрăшуллă та ĕç патне чунпа пыракан хастар агроном хăюллăнах вĕренÿре, çармăс çĕрĕнче пуçтарнă опытпа усă курса тĕрлĕ минерал удобренисемпе пĕлсе ĕçлет, тырă-пуллăн, тымар çимĕçсен пахалăхлă та пысăк тухăçлă вăрлăхĕсене акса лартнине пула кĕске хушăрах хуçалăхăн тухăç кăтартăвне чылай ÿстерет. 1979 çулта пĕр енчи колхозсем пĕрлешсе «Шумшевашски» совхоз йĕркеленсен Ольга Павловнăна тĕп агронома çирĕплетеççĕ. Çулсерен совхоз пысăк тухăçпа районта кăна мар, рес- публика шайĕнче те палăрать, çакăнта, паллах, Ольга Павловăн тÿпи пысăк пулни куç кĕрет.

«Шумшевашски» совхоз хăмла ÿстерессипе ĕçлет. Çулсерен хăмла пахчисен лаптăкне ÿстерме пинĕ-пинĕпе кăк-хунав кирлĕ пулнăран пуçаруллă агроном хунав ÿстерекен звено йĕркелесе совхоза пысăк тăкаксенчен хăтарать. Çак пуçарăва Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче те асăрхаççĕ. 1981 çулта Ольга Павловна Мускаври халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвсен куравĕнче пулать, çĕршыври хăмлаçăсен умĕнче хăйĕн опычĕпе паллаштарса пысăк доклад туса парать. 1982 çул уйрăмах асра юлать хастар чĕреллĕ агронома. Нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн, ĕçре тăршулăхпа пуçарулăх кăтартнăшăн, çулсерен çанталăк условийĕсене пăхмасăр пысăк тухăç илме пултарнăшăн Ольга Павловăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят парса чыслаççĕ. Çакă ăна татах та тăрушăллăрах ĕçлеме хавхалантарать. 60 урлă каçмасăр та ĕç пăрахмасть пысăк хисепе тивĕçнĕскер. Ку хушăра вăл ÿсен-тăран цехĕн начальникĕ те, партком секретарĕ те, бригадир та пулса тимлет, шаннă пур ĕçре те хастарлăхпа палăрса тĕрлĕ шайри Тав, Хисеп хучĕсене, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçет.

Çулĕсем пур пулсан та паян çирĕп-ха Ольга Павловна, вăй çитнĕ таран выльăх-чĕрлĕх усрать. Çу кунĕсенче вара пахчара тăрмашать, пушă вăхăтра пиччĕшĕн ачисемпе, мăнукĕсемпе йăпанать, вĕсем валли чăлха-алсиш çыхать, район хаçатне вулать, Элĕк ен аталанăвне курса, сăнаса, пĕлсе тăрать.

Людмила АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика