10 января 2018 г.
2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен страхлав пенсине 3,7 процент чухлĕ индексацилеççĕ. Çакă 2017 çулхи кăтартуран пысăкрах.
Индексациленĕ хыççăн страхлав пенсийĕнчи палăртнă тÿлев 4982,9 тенкĕпе танлашĕ, пенси балĕ 81,49 тенкĕ пулĕ (2017 çулта - 78,58 тенкĕ).
Чăваш Республикинче январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 276 пин ĕçлемен пенсионер шутланать. Тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăт çитнипе пенси илекенсен вăтам пенсийĕ 457 тенкĕ ÿсет, вăл 12,9 пинпе танлашать. Çакă пенсионерăн пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен 1,8 хут чухлĕ пысăкрах.
Январьтен 2018 çул вĕçĕччен пенси тÿлеме Чăваш Енре 1,5 млрд. тенкĕ уйăрĕç. Пĕтĕмĕшле 2018 çулта республикăри страхлав пенсине 52 млрд. тенкĕлĕх тÿлĕç.
Н.СМИРНОВА.