АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пĕрремĕш ача çуралнă

12 января 2018 г.

Ача çуралсан çемьене телей илсе килет. Пĕлтĕр районта 114 тĕпренчĕк çут тĕнчене килнĕ: 46 арçын ача тата 68 хĕрача. Ача мĕнле çитĕнесси ят панинчен те нумай килет. Пĕлтĕр ашшĕ-амăшĕ Александр, Егор, Даниил, Анна, Ксения, София ятсене ытларах кăмăлланă. Ĕнер вара ЗАГС пайĕнче районта çуралнă пĕрремĕш ачана регистрациленĕ. Вăл Якунекасси ялĕнче Корниловсен çемйинче кун çути курнă. Ăна Станислав ят панă. Унăн пурнăçри чи пĕрремĕш документа - çурални çинчен калакан свидетельствăна ашшĕ-амăшне савăнăçлă лару-тăрура панă, асăнмалăх парнепе хавхалантарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика