АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявсем хавас иртрĕç

12 января 2018 г.

Уявсем хавас иртрĕç

Ял çыннин канăвне усăллă та интереслĕ ирттересси культура тытăмĕнче ĕçлекенсенчен те нумай килет. Çĕнĕ çулхи канмалли кунсене Анатри Юлăш ялĕнче пурăнакансем савăнăçлă ирттерчĕç.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, декабрĕн 30-мĕшĕнче лотерея билечĕсене выляттартăмăр. 235 парне хăйĕн хуçине тупрĕ. Çĕнĕ çул каçĕнчи бал-маскарад та хавас иртрĕ. Кунта аслисемпе пĕрле ачасем те хастар хутшăнчĕç. Январĕн 2-мĕшĕнче вара аслă çулхисене валли «Çĕнĕ 2018 çул ячĕпе!» кану каçĕ иртрĕ. Вĕсене валли пуян та интереслĕ программа хатĕрлерĕмĕр. Аслă çулхисем тĕрлĕ вăййа хутшăнчĕç, вырăс тата чăваш халăх юррисене шăрантарчĕç. Ачасен канăвне те интереслĕ йĕркелеме пултартăмăр. Мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулнине нимĕн те çитмест. Çавăнпа та клуб умĕнче «Спортсăр пĕр кун та» мероприяти иртрĕ. Ачасем икĕ командăна пайланса спорт вăййисенче ăмăртрĕç. Вĕсем кирек хăçан та вăйлă та чăтăмлă пулмаллине кашни конкурсра кăтартса пачĕç. Сурхури уявĕнче авалхи йăла-йĕркене асра тытса ял çыннисем лармана пухăнчĕç. Йăласене упраса хăварас тĕллевпе вĕсем çветкке те чупрĕç, килĕ-рен киле кĕрсе усал-тĕселе хăваласа ячĕç, пăрçа сапса кил хуçисене Çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Валентина ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика