12 января 2018 г.
Ачалăх кунĕсем мĕн тери савăнăçлă. Савăнма пĕл кăна. Шÿтлес тетĕн - шÿтле, выляс тетĕн - выля, кулас тетĕн - тăраниччен кул, ĕçлес тетĕн - чунна ĕçпе кантар. Çапла, ача-пăча тени вăл хăйне май. Пĕрисем ачаллах ырă ĕç тума юратаççĕ, теприсем кама та пулин кÿрентерме ăста, виççĕмĕшĕсем камран та пулин кулса тăрăхлама маçтăр.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кашни шкултах ачасем партăсем çине çырма юратаççĕ. Мĕншĕн тата мĕн çинчен çыраççĕ-ши вĕсем? Хуравне тÿрех параймăн. Шкулта кашни предметпах класран класа куçса çÿренĕ май партăсем çине тĕрлĕ темăпа çырни курăнать. Акă пĕрин çинче Çитăр+Çинук=Юрату, теприн çине хĕрача е чечек ÿкерсе хунă, виççĕмĕшĕнче абривиатурăсем палăраççĕ. Вĕсем те мĕне те пулин пĕлтереççĕ. Кашни сас паллийĕ мĕнле те пулин сăмаха палăртать. Чăн та, мĕншĕн çавăн пек çырмалла-ха? Партăсем айăплă-им-ха? Вĕсене кашни вĕренÿ çулĕ тĕлнех сăрăпа сăрласа лакпа витсе хураççĕ. Мĕн тери хитре çуталса лараççĕ вĕсем ун чухне. Кайран вара ачасен мăшкăлне кура япăхланса каяççĕ. Алă çĕкленмелле мар пек сăрласа çĕнетнĕ партăсем çине чĕркелесе çырса лармашкăн. Мĕнле тĕллевпе çыраççĕ-ши? Пĕрисем юлташне ăмсанаççĕ пулĕ, теприсем тăрăхлас шутлă, виççĕмĕшĕсем вара, усал ăслисем, сăтăр тăвас тесех сăрмаласа лараççĕ пуль, тăваттăмĕшĕсем партăсем çине мĕншĕн çырнине хăйсем те пĕлмеççĕ ахăртнех. Анчах та... Анчах та мĕн шухăшлаççĕ-ши партисем пирĕн çинчен? Е? Мĕншĕн ку ачасен чунĕсем çук-ши? Хăйсен ыратмасть-ши аллисене мĕнпе те пулин чĕркелесе ярсан, пичĕсем çине Петюк+Верук тесе çырсан аван-ши? Вĕсем мĕн чухлĕ ачана хăйсем çинче ларса ăс пухма, ывăннă ачана ларса канма май параççĕ. Тетрадье хурса çыртараççĕ, кĕнеке хурса вулаттараççĕ. Мĕн чухлĕ усă параççĕ партăсем ачасене. Çакна эпир туймастпăр-им?
Ачасем! Кÿрентерес марччĕ партăсене. Тирпейлĕ, пĕр вараламасăр тытасчĕ вĕсене пирĕн.
Алексей АЛЕКСАНДРОВ,
Мăн Ямаш шкулĕ.