АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсем ăмăртнă

16 января 2018 г.

Январĕн 13-14-мĕшĕсенче республикăри хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕн йĕлтĕр базинче йĕлтĕрпе чупассипе чемпионат иртнĕ. Пĕрремĕш кунĕнче спортсменсем ирĕклĕ майпа 3, 5, 10 тата 15 çухрăм чупнă. Иккĕмĕш кунĕнче вара классика стилĕпе 3, 5, 10 çухрăма парăнтарнă.

Чемпионата Элĕк районĕн спортсменĕсем те хутшăннă. 2000-2001 çулта çуралнисем тата аслăраххисем 5 çухрăм чупнă. Асăннă категорире ирĕклĕ майпа чупса Анастасия Дубинина пăхăр медаль çĕнсе илнĕ. Классикăра вара финиша пиллĕкмĕш çитнĕ. Район чысне хÿтĕленĕ А.Димитриев, Н.Павлов, А.Вонифатьева, И.Свисткова, С.Бойницина чи вăйлă 20 спортсмен йышне лекнĕ. Çапла майпа Элĕк команди 467 очко пухса Чăваш Республикин первенствинче тата чемпионатăн пĕтĕмĕшле зачетĕнче 5-мĕш вырăн йышăннă.

Хамăр инф.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика