АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă туни ырăпах таврăнать

23 января 2018 г.

Ырă туни ырăпах таврăнать

2018 çула кĕнĕренпе пĕр уйăх та иртмен-ха. Эппин, уяв кунĕсем вĕçленмен тесен те юрать, асамлăх малалла тăсăлать. Ачасем Хĕл Мучи килсе кайнине пăхмасăрах тĕрлĕ сăлтава пула Çĕнĕ çул каçĕнче пурнăçа кĕме ĕлкĕреймен ĕмĕчĕсем пурнăçланасса çав-çавах шанаççĕ. Ку вара тĕрĕсех.

Элĕк райпо Канашĕн Председателĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Харитонов палăртнă тăрăх, ачасен нихăçан та шанчăка çухатмалла мар. Аслисен вара вĕсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Çакна тĕпе хурса Чăвашпотребсоюз, Элĕк райповĕ «Единая Россия» партипе çулсеренех пĕрлехи проект пурнăçа кĕртет. Йывăр лару-тăрура пурăнакан, нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенче ÿсекен ача-пăчана валли «Ачасене - шăккалат» акци йĕркелесе ирттерет. Чылай çул ĕнтĕ пĕчĕкскерсене кучченеçпе сăйлать.

- Асăннă акци 2017 çулхи декабрь уйăхĕнче пуçланчĕ. Унта районти потребительсен тытăмĕнчи мĕнпур суту-илÿ çурчĕ хутшăнчĕ тесен те йăнăш мар. Çавăн пекех ырă чĕреллĕ тавар туянакансем те ачасене валли пылак çимĕç парса хăварнине палăртма кăмăллă. Çакă вара эпир чунсăрлансах çитменнине, йывăрлăха лекнисене кирек хăçан та пулăшма хатĕррине çирĕплетет, - палăртать хăйĕн шухăшне Юрий Александрович.

Чăннипех те пылак кучченеç ку хутĕнче те сахал мар пухăннă. Акци тапхăрĕнче пуçтарнă шăккалатсене тата Çĕнĕ çулăн парнисене иртнĕ кĕçнерникун, январĕн 18-мĕшĕнче, Ураскилт-ри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи ача садне илсе çитерчĕç. Хĕл Мучипе Юр пике парнипе сăйлама «Асамат кĕперĕ» шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче кунта çÿрекенсене валли чăн-чăн уяв йĕркеленĕ. Тăватă теçетке ытла ача тепĕр хут илемлĕ чăрăш тавра юрласа, ташласа çаврăнчĕç. Кучченеçпе килнĕ Хĕл Мучипе Юр пикене сăвăсем каласа пачĕç.

Уява пухăннă ачасене тата ашшĕ-амăшĕпе воспитательсене Элĕк райповĕн Правлени председателĕ Алина Архипова саламларĕ. Пурне те Çĕнĕ çулта çитĕнÿсем тума ăнăçупа телей сунчĕ. Ураскилт вăтам шкулĕн директорне Владислав Миронова 200 ытла шăкалат тултарнă курупккасемпе пылак кучченеçсен 6 пакетне парнелерĕ.

Владислав Никандрович пĕлтернĕ тăрăх, шăккалатсене ача садне çÿрекенсемпе пĕрлех, кĕçĕн классенче вĕренекенсене те валеçсе панă. Çавăн пекех нумай ачаллă 27 çемьере, пĕчĕк тупăшлă 20 çемьере пурăнакан, тулли мар 3 çемьере ÿсекен, усрава илнĕ ачасене те сăйланă.

- Районти потребительсен обществине кун пек Çĕнĕ çул парнишĕн пысăк тав. Çав вăхăтрах çакна палăртма та кăмăллă, Юрий Александрович енчен ку пĕрремĕш пулăшу çеç мар-ха. Вăл Ураскилт ял тăрăхĕпе район депутачĕ шутланнăран тăтăшах тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Шкулта, ял тăрăхĕнче ăмăртусем йĕркелесе ирттерес ĕçре спонсорла пулăшу парать. Çавăн пекех тĕрлĕ ыйтăва татса панă чухне те усăллă сĕнÿ-канаш пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - палăртрĕ шкул директорĕ.

Ку чухне тепĕр самнта та асăнса хăвармалла. Районти потребительсен обществи 10 çул ытла ĕнтĕ «Ачасене - шăккалат» акцие хутшăнать. Çулсеренех ăна социаллă хÿтлĕхсĕр ачасене валеçсе парать. Пĕлтĕр, сăмахран, акци вăхăтĕнче пухнă шăккалатсен пĕр пайне Çĕмĕрлери «Елочка» интернатри ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене панă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика