23 января 2018 г.
Иисус Христос Туррăмăр шыва кĕнĕ кун - Кăшарнире пирĕн район территорийĕнче вырнаçнă чиркÿсенче кĕлĕсем иртрĕç. Турă çуртне пынисенчен чылайăшĕ сăваплатнă шыва килĕсене илсе кайма тăрăшрĕ. Çак шывăн хăвачĕ çулталăка тăсăлать.
Элĕкри Туррăн Таса Амăшĕн чиркĕвĕнче те ытти çулсенчи пекех çынсем йышлăн пулчĕç. Чылайăшĕ тепĕр кунне ĕçе каймаллине пăхмасăрах службăна вĕçне çитичченех тăрса ирттерчĕ. Чиркÿ настоятелĕ Виктор Муравьев протоиерей кунта хатĕрленĕ шыва сăвапланă хыççăн Элĕкри район администрацийĕн çурчĕ умĕнчи пĕвери шыва кĕлĕ вуласа çветить турĕ. Ун хыççăн чи хăюллисем вакри шыва кĕрсе тухрĕç. Йăлана кĕчĕ-и ку е кăçал та çапла килсе тухрĕ – малтан «Хĕлхем» спорт шкулĕн тренерĕ Александр Тимофеев çул уçрĕ. Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Ефремов та пĕрремĕш çул кăна мар Кăшарни шывне кĕрсе тухать, унпа пĕрле мăшăрĕ Светлана та çак йăлана хăнăхнă. Çанталăк самай çÿçентеретчĕ пулин те шыва кĕрекенсем хăйсене аванах туйрĕç. Вĕсем валли вака анса хăпарма йывăç картлашкасем хатĕрленĕ, чăрăш турачĕсем хурса çул сарнă. Юнашарах хывăнса тăхăнма палатка вырнаçтарнă. Çывăхрах «Васкавлă пулăшу» машини ларчĕ, полици сотрудникĕсемпе дружинниксем те сыхлăха çухатмарĕç.
Кăшарни тĕн уявĕсенчен пĕлтерĕшли шутланать. Вăл çынсене сăваплă та сиплĕ шывпа çăвăнма, кĕлĕсем итлесе усал вăйсенчен тасалма пулăшать.
М. МИХАЙЛОВА.