26 января 2018 г.
Январĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Кудряшов «Чăваш Ен сăнĕсем» проекта хутшăнакан шкул директорĕсене сертификатсем пачĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкул директорĕ Владислав Волков пулчĕ.
«Чăваш Ен сăнĕсем» проект социаллă проектсен çĕнтерÿçи пулса Раççей Федерацийĕн Президенчĕн гранчĕ шучĕпе пурнăçланать. Ăна ял вырăнĕсенчи шкул ачисен патриотизм туйăмне аталантарас тата цифра пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Çак тĕллевпе çитес вăхăтсенче республикăри 21 ял шкулĕнче, вăл шутра Элĕкри вăтам шкулта та, «Чăваш Ен сăнĕсем» курав ĕçлеме пуçлĕ. Кунта чăвашсен паллă çыннисем – И.Я.Яковлев, Г.Н.Айхи, Н.И.Ашмарин, Н.Я.Бичурин тата ыттисем çинчен те тĕплĕн каласа парĕç. Вĕсем ăслăлăх, вĕренÿ, культура, космонавтика, спортпа çар ĕçне аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă.
Çак кунах пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисен ертÿçисем экспозиципе чи малтан паллашнисĕр пуçне кĕçĕн, вăтам тата аслă классем валли хатĕрленĕ «Чăваш Ен сăнĕсем» виртуаллă викторинăра хăйсене тĕрĕслесе пăхрĕç.
(Хамăр инф.)