26 января 2018 г.
Историпе культура пуянлăхне сыхласа хăварса ăна паянхи ăрăва хаклама вĕрентесси культура ĕçченĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ишпарайкка ял библиотеки çавна тĕпе хурса ĕçлет те. Библиотека çумĕнчи музей авалхи йăла-йĕрке управçи шутланать.
Ĕлĕкхи япаласем манăçа тухса пыраççĕ. Ял библиотекине кĕрсен 19-мĕш ĕмĕре лекнĕн туйăнать. Кунта авалхи чăвашсем кил хуçалăхĕнче усă курнă япаласем темĕн чухлех: çăпатасем, калăпсем, хĕрарăм тумтирĕ, авалхи сăпка, патефон, темĕн тĕрлĕ сехет тата ыттисем те. Кашни япалан хăйĕн вырăнĕ пур. Вĕсене тирпейлĕн вырнаçтарнă. Ĕлĕк хĕрарăмсем ал ĕçĕпе аппаланма юратнă. Çакна çекĕлпе çыхнă чăнтăрсем те, чăваш çипуçĕ те çирĕплетет. Арçынсем те ĕçсĕр ларман, кил таврашĕнче тыткаламалли хатĕр-хĕтĕре хăйсемех ăсталанă. Альбина Семенова библиотека ĕçченĕ ĕлĕкхи япаласене пухассипе темиçе çул ĕçлет. Çапах та ку пĕччен тумалли ĕç маррине те ăнланать. Ишпарайкка ялĕнчи Гурий Соколов, Кăраклаври Анатолий Семеновпа Петр Семенов, Пиçенерти Григорий Данилов упранса юлнă чылай япала килсе панă библиотекăна. А.Семенова вĕсене пухса пырса «Аваллăха упраса» кĕтес хатĕрленĕ. Библиотекарь çынсем ĕлĕкхи япаласемпе кăсăкланнине, кунта аслисемпе танах ачасем те çÿренине палăртать.
- Пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем мĕн ĕçлесе пурăннине, халăх историйĕпе культурине пĕлмелле, йăла-йĕркене çирĕп тытса пымалла. Музей вара аваллăхпа малашлăха çул уçса парать, - каласа парать Альбина Семенова.
Япаласен пурнăçне музейра малалла тăсни пулас ăрусемшĕн те кăсăклă та интереслĕ пулмалла тесе шутлатăп. Кунта эпир пĕлĕве те ÿстеретпĕр, тавракурăма пуянлататпăр.
Л.МАМУТКИНА.