26 января 2018 г.
Январĕн 23-мĕшĕнче Элĕк районĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Республикăри информаци ушкăнне Чăваш Республикин Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева ертсе пычĕ. Информушкăнсем йăлана кĕнĕ йĕркепе район центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсенче пулчĕç.
Республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем тата район администрацийĕн пай начальникĕсемпе специалисчĕсем иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнчи тĕп шухăшсемпе паллаштарчĕç.
Тавăт ял тăрăхĕ: Наталья Тимофеева Тавăтри «Пучах» ача сачĕн коллективĕпе тата Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă чухне республикăра вĕренĕве, сывлăх сыхлавне аталантарасси, çынсене социаллă пулăшу парассине татах та лайăхлатасси, демографи лару-тăрăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. 2017 çулта, Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Ен уйрăлакансен йышĕ чи сахал пулнипе Атăлçи федераци округĕпе пĕрремĕш вырăна тухнă. Раççей Федерацийĕн субъекчĕсем хушшинче вара республика 8-мĕш вырăнта пулнине пĕлтерчĕ министр. Çавăн пекех Наталья Юрьевна Михаил Васильевич муниципалитет пĕрлешĕвĕсене «Халăх инвентаризацийĕ» акцие хутшăнса усă курман тата авариллĕ лару-тăрура шутланакан куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн тав тунине палăртрĕ. Ку енĕпе ĕçе малалла та тăсмаллине, акци вăхăтĕнче шута илнĕ объектсене çаврăнăша кĕртмеллине, япăххисене юсамаллине, юрăхсăррисене пăсмаллине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех министр Информкуна килнисене тĕрлĕ тавлашу сиксе тухасран хăйсен çĕр пайĕсен чиккисене палăртма сĕнчĕ.
Регионсенче тĕрлĕ инкек пулнине тĕпе хурса шкулсемпе ача сачĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессине вăйлатас ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Сăмах май, ку ыйтăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев январĕн 22-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче эрнесерен ирттерекен планеркăра шута илме сĕннĕ те. Çавна май Наталья Тимофеева вĕренÿ учрежденийĕсемпе ача сачĕсенче хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе документсене мĕнле тытса пынине тата ку енĕпе ятарлă хатĕрсем пуррипе çуккине те тĕрĕслерĕ.
Тавăтра пурăнакансем ялти «Пучах» ача сачĕн çурт тăррине юсама вăй çитсе пыманнине пăшăрханса пĕлтерчĕç. Çак ĕçе пурнăçлама мĕнле майсем пуррипе кăсăкланчĕç. Кĕçĕн Тăван ялĕнче пурăнакансене вара 8 çухрăм тăсăлакан «Элĕк - Кĕçĕн Тăван - Илленьушкăнь» автоçула юсас ыйту канăç памасть. Çавăн пекех ял çыннисем хушшинче обществăлла транспорт чарăнăвĕсенче тĕрлĕ çÿп-çапа пуçтарас ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелемен пирки кăмăлсăрланакансем те пулчĕç.